Пурнăçăмăр – хамăр аллăмăрта
Сентябрĕн 1-мĕшĕнче _ Пĕлỹ кунĕнче çĕр-шывăн мĕн пур шкулĕнче, çав шутра пирĕн округри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче те, пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсен Пĕтĕм Раççейри урокĕ иртрĕ. Урок теми: «Чрезвычайлă лару-тăрури ĕçсем, гражданла оборонăн «Пурте _ тимлĕ пулăр!» сигналĕ тата ун тăрăх тумалли ĕç-пуçăн йĕрки». Тĕллевĕ: килте сывлăха упрас, çавăн пекех чрезвычайлă лару-тăрура тĕрĕс йышăнусем тăвас тĕлĕшпе пĕлĕве ỹстересси.
Пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсен пĕлĕвне тата хăнăхăвне алла илмешкĕн сăлтав çителĕклĕ. Вĕсем: харпăр хамăр пурнăç хăрушсăрлăхĕ (пурнăç хăрушсăрлăхĕн правилисене _ пушартан хỹтĕленмелли, çул-йĕр правилисене пĕлни, электричествăпа тата ыттипе усă курма пултарни инкек-синкекрен сыхласа хăварма пулăшать); тавралăха упрасси-сыхласси (хамăра тата ыттисене упрама _ инкек-синкекре пирвайхи пулăшу пама пĕлни пулăшать); чрезвычайлă лару-тăрăва сиресси (сăмахран, вут-çулăмпа, электричествăпа, сиенлĕ япаласемпе усă курма пĕлни)пушартан, аваринчен упранма пулăшать; пурнăç пахалăхне (качество) лайăхлатасси (хăрушсăрлăх правилисене пĕлни тата вĕсене пăхăнни _ пурнăç пахалăхне лайăхлатма, хăрушлăхсăр тавралăх сывлăха упрама, аманасран сыхланма тата хамăра лайăх туйма пулăшаççĕ); хамăр вăя шанасси тата лăпкăлăх (хăрушсăрлăх правилисене тата хăнăхăвĕсене алла илни кирек мĕнле лару-тăрура та хамăр вăя шанма май парать). Çакăнпа ăс-тăнне çирĕплетрĕ Пĕлỹ урокĕнче çамрăк ăру.
Е.Кудряшова, округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политики пайĕн начальникĕн çумĕ.