«Путенине» «тытма» çăмăл мар...

ĔЛĔКХИ ватăсем, вырмари юлашки каçалăка вĕçлесен, пысăк савăнăçпа: «Путенине тытрăмăр!» _ тесе каланă.
Шăмăршă муниципалитет округĕнчи фермерсемпе ял хуçалăх предприятийĕсем «путенине» август уйăхĕнчкх «тытма» ĕмĕтленетчĕç. Шел, çумăрлă çанталăк уй-хир ĕçне нумай чăрмантарчĕ, комбайнсем эрнипех хире тухайманни те пулчĕ.
Пысăк йывăрлăхпа пулин те, вырма каçалăкĕ катăлсах пырать. Çĕр ĕçченĕсем уяр çанталăкăн кашни сехечĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ.
Округ администрацийĕн экономикăпа ял хуçалăх пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, сентябрĕн 4-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх организацийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче 6884,6 гектар çинчи тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăна пуçтарса кĕртнĕ, уй-хирĕн 68 проценчĕ тыр-пултан пушаннă. Вăтам тухăç _ кашни гектартан 36,5 центнер.
Уйрăммăн илсен, çурхи туллăн _ 51 процентне, урпан _ 94 процентне, пăрçан 94,6 поцентне пуçтарса кĕртнĕ. Фермерсем çĕр улми кăларма пуçăнайман-ха. Ял çыннисем килти хуçалăхĕсенчи ĕçрен пушанасса кĕтеççĕ.
Кăçал округĕпе 1599 гектар кĕртырри акса хăварма палăртнă. Хальхи вăхăтра кĕр аки валли çĕр хатĕрлеççĕ. Вăрлăх, топливо тата минерал удобренийĕ кирлĕ чухлех пур. Фермерсем выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма 2968,7 тонна _ утă (206 процент), 5200 тонна сенаж (182 процент) хатĕрленĕ. Апла пулсан, хĕл тутă килесси пирки иккĕленмелли çук.
Синоптиксем çывăх кунсенче çанталăк уяртасси пирки хыпарлаççĕ. Чăнах та, вĕсене ĕненсех пĕтерме те çук, çапах та ыррине шанса пурăнар. Çанталăк май парсан, сентябрĕн пĕрремĕш çурринче тыр-пулпа çĕр улмине пĕтĕм лаптăк çинчен пуçтарса кĕртме тăрăшмалла. Черетре _ хĕвел çаврăнăшĕ. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви Шăмăршă муниципалитет округне 2025-çул валли çирĕплетсе панă цифрăсене _ 29 пин тонна _ тырă, 10,2 пин тонна _ çĕр улми, 2 пин тонна пахча çимĕç туса илме палăртнине _ пирĕн фермерсемпе ял хуçалăх организацийĕсем пурнăçа кĕртессе шанас килет.
Ив.САЛАНДАЕВ.