«Салтакăмăрсем хỹтлĕхре пулччăр»

Шăмăршăри «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕ ятарлă çар операцийĕнчи салтаксене пулăшас тĕлĕшпе хăйĕнчен мĕн кирлине веçех тăвать.

Çак кунсенче хастар хĕрарăмсем тупă кĕпçине витмелли 2 хỹтлĕх утиялĕ, 6 хỹтлĕх плащĕпе 6 мăшăр гетры çыхса-çĕлесе хатĕрлерĕç. Маскировка сетки çыхасси, аялти йĕм çĕлесси те _ пирĕн тимлĕхре. СВОри ентешĕмĕрсенчен заказ килсех тăрать. Халĕ акă 3D принтерăн катушки (питех те кирлĕ япала!) валли укçа-тенкĕ пухмалла.

СВО участникĕсене пулăшас кăмăллисене пирĕнпе çак телефонпа çыхăнма ыйтатпăр: 89278538481. Гуманитари япалисене вара округ центрĕн Культура керменне илсе пымалла.

В.Еремеева, Шăмăршăри «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕн ертỹçи.



05 сентября 2025
11:14
Поделиться