Шыравра эсир, журналистсем...
(Районти «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатăн журналисчĕсене халаллатăп)
Сăмах витĕмлĕхне туйса,
Чĕре хĕмне сапса куллен
Çыратăр эсĕр тăрăшса
Чăн-чăн çынсем, атьсем çинчен.
Ыр пулăма савса мухтатăр,
Питлетĕр йĕксĕк йăх-яха,
Тĕрĕс çулпа илсе пыратăр
Эсир юратнă халăха.
«Пуян та тулли содержани
Пултăр, _ тетĕр, _ хаçатра.
_ Çак темăна эпир манман-и?»
Ыр ятăр сирĕн _ халăхра!
Мария Левендеева,
Шăмăршă ялĕ.