Спорт залне юсаççĕ

«Шăмăршăри централизациленĕ клуб системи» автономи учрежденийĕн спорт залĕнче хĕрỹ ĕç пырать. Кунта «Цивиль» КСК (коттеджпа строительство комбиначĕ) ĕçченĕсем хăтлăх кĕртеççĕ. Паянхи куна çак ĕç-пуçа тунă: кивĕ стенана ишнĕ _ ăна çĕнетмелле, урай хăмисене сỹтсе цемент растворĕ сарнă, канализаци пăрăхĕсемпе оборудовани вырнаçтарнă, тимĕр тата пластик алăксем, пластик чỹречесем кỹнĕ. Проект тăрăх, спорт залĕ çумĕнче çĕнĕ икĕ санитари узелĕ _ хĕрарăмсен тата арçынсен туалечĕсемпе душ кабинисем _ пулмалла. Хăтлăх ĕçĕсене тумашкăн 4 млн та 600 пин тенкĕ укçа-тенкĕ тăкакланĕ. Спорт залĕн юсав ĕçĕсем кăçалхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçленмелле.

А.Сатеев, «Шăмăршăри централизациленĕ клуб системи» АУ директорĕ.



05 сентября 2025
09:14
Поделиться