Террора хирĕçле тренировка

САМАНА лăпкă тăман чухне, шкул коллективĕсен те инкек- синкек тухасран сыхă пулмалла. Çак тĕллевпех ĕнтĕ Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнче террора хирĕçле тренировка ирттернĕ. Вĕренĕве виçĕ сюжет кĕртнĕ: хĕç-пăшалпа тапăнни, сывлăшран тапăннине пĕлтерекен тревога тата шкул патне беспилотник вĕçсе килни. Педагогсемпе вĕренекенсем _ чрезвычайлă лару-тăрура çухалса каймасăр _ тĕрĕс йышăну тума тата хỹтĕленме пĕлнине кăтартса панă.



05 сентября 2025
09:22
Поделиться