«Тыл _ çирĕп тĕрекĕмĕр!»

Çак кунсенче Анат Чаткас ял территори уйрăмĕн çыннисем тата тĕрлĕ çĕрте пурăнакан ентешсем гуманитари япалисем пухрĕç. Вĕсене Бердянск тăрăхне _ Якку (позывной) патне _ ăсатрĕç. Гуманитари пулăшăвне илсе çитерекенсем _ Яккăвăн Йĕпреç округĕнче пурăнакан кумĕсем.

Салтакшăн кирлĕ япаласем хушшинче _ пластикри шыв, вăрах упранакан апат-çимĕç, çĕр улмипе ытти пахча çимĕç, гигиена хатĕрĕсем, милĕк, сигарет, маскировка сетки... Сăмах май, хỹтлĕх каррине ентешĕмĕр амăшĕпе Валентина Владимировнăпа кỹрши _ Ирина Герольдовна Тарасова килте çыхса хатĕрленĕ. Çывăх çыннисем чун-чĕре ăшшипе çыхса хатĕрленĕ маскировка сетки Яккушăн уйрăмах хаклă пулнине палăртмалла. Яккупа юлташĕсем гуманитари япалисене янтăлама пулăшнă çынсене чĕререн тав тăваççĕ, Раççей Хĕç-пăшаллă вăйĕсем нацистсене çĕнтерессе çирĕп ĕненме шантараççĕ.

Л.Николаева волонтер, Анат Чаткас ялĕ.



05 сентября 2025
11:13
Поделиться