Çулсем иртсен те _ ячĕ манăçмасть

Çулсем иртсен те _ ячĕ манăçмасть

ЖУРНАЛИСТСЕН пурнăçĕнче асра юлмалли интереслĕ самант чылай тĕл пулать. Темиçе çул каялла «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕн коллективĕ Тутарстанри Пăва хулине экскурсие кайни халĕ те куç умĕнче пекех.

Пăва _ Чĕмпĕр пекех _ историри пĕлтерĕшĕпе пирĕншĕн çывăх хула. Тахçан Шăмăршăпа Шамккай вулăсĕсем Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕнче тăнă, пирĕн мăн асаттесем çак хуласене çуран е лашапа, ярмăрккăна е хресчен ĕçĕпе çỹренĕ.

«Пăвана çуран çỹресе миçе мăшăр çăпата çĕтмен-ши?» _ тетчĕ манăн асатте _ Пĕрремĕш тĕнче вăрçипе граждан вăрçи участникĕ Кузьма Николаевич.

Хальхинче эпир Пăвана «Газель» автобуспа кайса килтĕмĕр, хулари паллă вырăнсемпе интересленсе паллашрăмăр. Историпе тăван тавралăх музейне кĕрсе курни уйрăмах асра юлчĕ. Икĕ хутлă чул çурт _ XIX-ĕмĕр пуçламăшĕнчи граждан архитектурин палăкĕ. Ăна 1882-çулта купаланă иккен, патша самани вăхăтĕнче кунта уес казначействи тата уесри полици управленийĕ вырнаçнă пулнă. Каярахпа тĕрлĕ учреждени вырăн тупнă. Музей 9 залран тăрать. Эпир Чăваш Енри Шăмăршăран килнине пĕлсен музей директорĕ Люция Ахмет- зянова савăнсах кайрĕ:

_ Космовский ентешĕсем-и? Пирĕн хулари чи илемлĕ урам _ унчченхи Поповская _ Космовский ячĕпе тăрать. Пирĕн музейре Иван Сергеевича халалланă ятарлă кĕтес пур, унпа сире хаваспах паллаштарăп.

Люция Маулитзяновна _ ырă кăмăллă та чипер сăн-питлĕ çамрăк хĕрарăм _ туристсене хăйĕн çывăх тăванĕсене кĕтсе илнĕ пекех ăшшăн йышăнать. Иван Сергеевич Космовский çинчен çур сехет ытла пĕр чарăнмасăр каласа пачĕ, музейре упранакан документсемпе паллаштарчĕ.

Иван Космовский 1995-çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесне кĕрекен Шамккай вулăсĕнчи Никишино ялĕнче çуралнă. Вырăс ачи Иван Яковлевич Яковлев йĕркеленĕ Чĕмпĕрти чăваш шкулне пĕтернĕ. 1913-1915-çулсенче Шамккай вулăсĕнчи Матак ялĕнчи пуçламăш шкулта учительте ĕçленĕ. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçлансан Иван Космовские фронта илнĕ. Кунта вăл большевиксемпе çывăхланать, РКП(б) ретне кĕрет. Октябрьти революци хыççăн яла таврăнать, çамрăк совет влаçне хỹтĕлесе халăх хушшинче агитаци ĕçне туса пырать.

Шамккай вулăсĕнчи хресченсен 1918-çулхи январьте пулса иртнĕ съездĕнче Иван Космовские Пăва уесĕнчи хресченсен съездне кайма делегата суйлаççĕ. Çак съездра совет влаçĕ майлисемпе çак влаçа хирĕç тăракансем хушшинче хĕрỹ тавлашу çĕкленет. Большевиксем съездра çĕнтереççĕ, çапла вара уес ĕçтăвкомне йăлтах вĕсенчен йĕркелеççĕ. Космовские ĕçтăвком членне суйлаççĕ, уесри финанс комиссарĕ тата ĕçтăвком председателĕн заместителĕ пулма çирĕплетеççĕ. Иван Космовский уесри çар комиссариатне йĕркелесе ярать, уесри чрезвычайлă комиссие тата милици управленине ертсе пырать. Иван Сергеевич тăрăшнипе уес совечĕ çумĕнче пĕрремĕш РКП(б) ячейкине йĕркелеççĕ.

1918-çулта Иван Космовский уесри революцие хирĕçле кулак-эсер элеменчĕсемпе кĕрешме хастар хутшăнать, хресченсемпе рабочисене Хĕрлĕ çар ретне тăма мобилизацилет. Хăй йĕркеленĕ Пăва отрячĕпе Муравьев пăлхавне (Муравьевский мятеж) путарма васкать. Иван Космовский комиссар Пăва тата Улатăр уесĕсенче _ уйрăммăн илсен Шамккайпа Упи вулăсĕсенче _ партизан отрячĕсем йĕркелесе ярать, унăн батальонĕ Пăвана шуррисен аллинчен туртса илнĕ чух паттăрлăх кăтартать. Çав çулах ăна партин Пăва уес комитечĕн председателĕ пулма суйласа лартаççĕ. Парти мобилизацийĕпе Космовский Хĕвел тухăç фронтĕнче шуррисен Колчак адмирал çарĕпе кĕрешме хутшăнать. Космовский ертсе пыракан Чĕмпĕр полкĕ Чапаев дивизийĕпе юнашар тăрса Уральск патĕнчи хаяр çапăçусенче пысăк паттăрлăхпа палăрать. 1919-çулхи июлĕн 15-мĕшĕнче Парамоново хуторĕ патĕнчи çапăçура Иван Космовский комиссар паттăрла çапăçса вилет. Ун чух вăл пурĕ те 24 çулта çеç пулнă. Вилнĕ хыççăн пирĕн ентеше ВЦИК Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чыслать, çак пысăк наградăна вăл командир пулса ертсе пынă Чĕмпĕр полкĕ те тивĕçет.

_ Парамоново хуторĕ халĕ Казах Республикин тер- риторине кĕрет, _ терĕ музей директорĕ Люция Маулитзяновна. _ Иван Сергеевичăн ỹтне 1919-çулхи июлĕн 15-мĕшĕнче Оренбург облаçĕнчи Рубяжинск паççулккинче _ Чĕмпĕр полкĕн паттăр боецĕсемпе пĕрле _ тăванла масара пытарнă.

Казах Республикинчи Парамоново хуторĕ вырăнĕнче Иван Космовский отрядне халалласа стелла вырнаçтарнă, Оренбург облаçĕнчи Рубяжинск паççулккинче вара обелиск çĕкленĕ.

Рубяжинск вăтам шкулĕнчи музейре Иван Сергеевичпа унăн отрячĕ çинчен пуян материал упранать. Рубяжинск паççулккинчи палăка уçма Иван Сергеевичăн хĕрĕ _ Зоя Ивановна килни çинчен те пĕлтĕмĕр.

Шăмăршăра И.С.Космовскине асăнса палăк лартнă. Пăва хулинчи, Тутарстанăн Çĕпрел районĕнчи Чăваш Ишлĕ ялĕнчи тата Шăмăршăри пĕрер урама Иван Космовский комиссар ятне панă, Пăвари коммунарсен общежитийĕ пулнă çурт çине Асăну хăми вырнаçтарнă. Асăну хăми çине çапла çырнă. «Здесь в 1918 году жил Иван Сергеевич Космовский _ организатор партийных ячеек большевиков в Буинском уезде. Погиб в 1919 году».

«Исчезнувшие населенные пункты Республики Татарстан» кĕнекере (Хусан, 2016-çул) хальхи Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Шемĕршел ял Совет территорийĕнче Космовский паççулкки пулни çинчен çырнă, 1963-çулта унта 85 çын пурăннă. Халĕ çак паççулкка çĕр çинче çук ĕнтĕ, граждан вăрçи паттăрĕн ятне пĕчĕк ял вырăнĕнче ешерекен шурă хурăнсем çеç аса илтереççĕ.

Иван Сергеевич Космовский çуралнăранпа 130 çул çитнĕ май, Шăмăршă муниципалитет округĕнче асăну мероприятийĕ ирттерсен аван пулĕччĕ. Хĕрлисемпе шуррисене хальхи вăхăтра тĕрлĕрен хаклаççĕ пулин те, Иван Космовский ентеш Тăван çĕр-шывшăн çапăçса вилнĕ паттăр çын пулнине йышăнмаллах.

 Ив.САЛАНДАЕВ.



05 сентября 2025
11:41
Поделиться