Виçĕ шкул уçăлнă
СЕНТЯБРĔН 1-мĕшĕнче Кỹкеçре 825 ача вĕренмелли çĕнĕ шкул ача- сене хавас кăмăлпа йышăннă.
Çавăн пекех Шупашкарти Хĕвеллĕ микрорайонти шкула 1400 ача вĕренмелĕх тунă. Вăл хулари 44-мĕш лицейĕн иккĕмĕш корпусĕ шутланать. Пĕлỹ кунĕнче унта пĕрремĕш класа каякан 400 ачана йышăннă. Çĕнĕ Шупашкарти Никольски микрорайонти шкула 1100 ача вĕренмелĕх тунă. Вăл хулари 9-мĕш вăтам шкулăн филиалĕ шутланать.