Ял территорине _ пушар автомашини
ИРТНĔ эрнере Шăмăршăри 42-мĕш номерлĕ пушар чаçĕнче савăнăçлă событи пулчĕ. Чаплă лару-тăрура Пуянкасси ял территори уйрăмĕнчи ирĕклĕ пушар командине (ДПК) вут-кăварпа кĕрешмелли автомобиль уççине пачĕç.
Пуянкассинчи ДПКна Улатăрти пушарпа çăлав гарнизонне кĕртнĕ, автомобиль Улатăр хулипе округне тата Шăмăршă округне пысăк инкекрен сыхлас ĕçе хутшăнĕ.
Çывăх вăхăтра çакăн пек автомобильпе Анат Чаткасри ирĕклĕ пушар командине те тивĕçтерĕç.