Черкке тытма ан васка

РАÇÇЕЙ ФЕДЕРАЦИЙĔН Сывлăх министерстви сентябрĕн 8-14-мĕшĕсенче алкогольпе усă курассине чакармалли эрне ирттересси çинчен пĕлтернĕ, ăна сентябрĕн 11-мĕшĕнче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри урă пурнăç кунне халалланă.

Çак акци тĕллевĕ _ эрех-сăра çынсене тата пĕтĕм обществăна мĕнле сиен кỹни çинчен каласа ăнлантарасси. «Вăрăм тата хастар пурнăç» Наци проектĕнче 2030-çул тĕлне алкоголь продукцийĕпе усă курассине нумай чакарма палăртнă. Çакна пĕлмелле: алкоголь çын сывлăхне çав тери пысăк сиен кỹрет тата ĕмĕре нумай кĕскетет. Ашшĕ-амăшĕн тĕслĕхĕпе ачасем те черкке патне туртăнма тытăнни вара _ чи хăрушши!

Н.ПОЛИКАРПОВ, Шăмăршă тĕп больницин нарколог врачĕ.



12 сентября 2025
15:13
Поделиться