«Эпир лартнă йывăçсем пулас ăрусене савăнтарĕç»

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИНЧЕ ылтăн кĕркунне пуçламăшĕнче Пĕтĕм Раççейри «Вăрмана упрар» акци старт илчĕ. Çак проект каснă вăрман вырăнне çĕнĕ йывăçсем лартса хăварассипе çыхăннă. Иртнĕ çул çеç _ Чăваш Республики Пуçлăхĕ Экологи культурипе çут çанталăк управĕ çинчен пĕлтернĕ çулталăкра _ акци вăхăтĕнче 60 пин тĕпе яхăн хырпа чăрăш тата çулçăллă йывăç лартса хăварнă. Тăван çут çанталăка чунтан юратакан хастар çынсен вăйĕпе 73 гектар ытла çамрăк вăрман ешерме пуçланă.
Кăçал çак акци сентябрĕн 5-мĕшĕнче Шăмăршă муниципалитет округĕнче пуçланчĕ. Сăлтавĕ те пысăк: Чăваш Енре чăн малтан йĕркеленĕ Шăмăршă вăрман хуçалăхĕ 100 çул тултарать. Çак паллă куна уявлама Шупашкартан Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пыракан пысăк делегаци килсе çитнĕ, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен вăрман ĕçченĕсем пуçтарăннă.
«Вăрмана упрар» акцие старт панă май, Чăваш Республики Пуçлăхĕ Олег Николаев, Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин тата хăнасем округ центрĕнчи тĕп лапамра 10 тĕп юман тата 10 тĕп чăрăш лартса хăварчĕç. Шăмăршăсем хыççăн акци пĕтĕм республикипех сарăлĕ, йывăç лартасси октябрĕн 17-мĕшĕнче Улатăр лесничествинче вĕçленĕ.
Пĕтĕмпе вара республикăра акци вăхăтĕнче 55 гектар çине 60 пин тĕп йывăç лартса хăварма палăртнă.
_ Эпир лартнă йывăçсем пулас ăрусене савăнтарĕç. Республикăра пурăнакан кашни çын «Вăрмана упрар» акцие хутшăнсан тăван тавралăх тата та илемлĕрех те пуянрах пулĕ, _ терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.
...ХĂЙĔН 100 çулхи юбилейне Шăмăршă лесничестви пысăк хавхаланупа кĕтсе илни вăрманçăсен сăн-пичĕ хĕвел пек çиçнинченех паллă. Олег Николаев вăрман питомникĕнче ĕçлекенсемпе тата ешĕл пуянлăха вут-кăвартан сыхлакансемпе, çамрăксемпе тата ĕç ветеранĕсемпе курса калаçрĕ, вăрман ĕçне чунтан юратакансене чĕререн тав турĕ.Юлашки пилĕк çул хушшинче Шăмăршă лесничестви 143 единица тĕрлĕ техникăпа пуянланнă. Вăрманçăсене 7 «Беларус» трактор, вăрман патрулĕн 4 комплексĕ, груз турттаракан 3 автомобиль, 3 пушар автоцистерни, бензинпа ĕçлекен печкăсем, радиостанцисем тата ытти техника уйăрса панă.
...Хаклă хăнасене Карапай Шăмăршăри «Шăнкăрав» фольклор ушкăнĕ юрă-ташăпа кĕтсе илчĕ. Шăмăршăри Культура керменĕнче шкул лесничествин ачисем «чĕрĕ коридор» йĕркеленĕ, вĕсем хăнасене хыттăн алă çупса саламларĕç.
Олег Николаев вăрмана халалланă выстав- кăпа, Шăмăршăри ача садĕнчи агролаборатори ĕçĕпе тата ача-пăча искусство шкулĕн мастер класĕпе хаваспах паллашрĕ, пултаруллă ачасене ăшă сăмахпа хавхалантарчĕ.
...Шăмăршăри Культура керменĕн пысăк залĕнче _ лăк тулли çын. Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Эмир Бадертдинов Шăмăршă вăрман хуçалăхĕн 100 çулхи юбилейĕпе тата çывхарса килекен Вăрман ĕçченĕн кунĕпе пурне те ăшшăн саламларĕ, хăй ертсе пыракан отрасль ĕçĕ-хĕлĕпе тата умра тăракан тĕллевсемпе паллаштарчĕ.
Паян Шăмăршă питомникĕ 1 миллион штука яхăн çамрăк хунав çитĕнтерет, республикăпа унăн тулашне сутса укçа ĕçлесе тăваççĕ. Юлашки пилĕк çул хушшинче кăна _ 2021-2025-çулсенче _ 7,4 миллион штук стандартлă хунав çитĕнтернĕ. Хăйĕн историйĕнче Шăмăршă вăрман хуçалăхĕ нумай-нумай наградăна тивĕçнĕ. Пĕтĕм Раççейри ăмăртура та çĕнтерỹçĕ пулнă, ăна «Чăваш Республикинчи чи лайăх лесничество» ята та панă. РСФСР Вăрман хуçалăх министерствипе Раççей Федерацийĕн Çут çанталăк ресурсĕсен министерствин Хисеп грамотисем те, «Чи пысăк культурăллă питомник» ят та Шăмăршă вăрманçисене чыс кỹрет.
Эмир Бадертдинов хыççăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев сăмах илчĕ. Олег Алексеевич вăрманçăсен ĕçне пысăка хурса хакларĕ.
_ Кăçал эпир вăрман хуçалăхĕ валли _ 2020-çулхипе танлаштарсан _ виçĕ хут ытларах укçа-тенкĕ уйăртăмăр, _ терĕ Олег Алексеевич. _ Республика бюджетĕнчен _ 115 миллион тенке яхăн, федераци бюджетĕнчен 146 миллион тенкĕ ытла укçа парса пулăшнă. Çакăн кăтартăвĕ вăрман ĕçĕ нумай лайăхланнинче палăрать, малашне те палăрĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Шăмăршă лесничествин директорне Александр Цыганова лесничествăна «Нива» автомобиль парнелени çинчен пĕлтернине тата çакна çирĕплетекен сертификат панине залра ларакансем хыттăн алă çупса саламларĕç.
2025-çулта çулленхи «Раççейĕн чи паллă йывăçĕ» конкурсра Çĕмĕрле вăрманĕнчи юман çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Чаплă лару-тăрура Кĕмĕл финалист Дипломне тата Тав çырăвне Чăваш Республикин Пуçлăхне Олег Николаева пачĕç. «Йывăç _ чĕрĕ çут çанталăк палăкĕ» программа ертỹçи, сертификат комиссийĕн председателĕ, Пĕтĕм Раççейри «Раççейĕн çулталăк йывăçĕ» конкурс комитечĕн сопредседателĕ Сергей Пальчиков хăйĕн салам сăмахне тап-таса чăваш чĕлхипе пуçланине пурте ырласа йышăнчĕç. Атăл çи федераци округĕнчи Вăрман хуçалăх Департамент пуçлăхĕ Эдуард Леонтьев та чăвашла: «Юман пек çирĕп пулăр, вăрман ĕçченĕсем!» _ тесе саламларĕ.
Савăнăçлă пухура Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Алексей Шурчановпа «Гостехнадзорăн» Чăваш Республикинчи патшалăх тĕп инспекторĕ Владимир Димитриев та салам сăмахне хавхаланса каларĕç.
Уявра награда илекен нумай пулчĕ, Çав шутра _ Шăмăршă лесничествинчен те. Пăла участок лесничествин пуçлăхĕ Лариса Борисова _ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, Шăмăршă лесничествин тĕп экономисчĕ Наталия Давыдова, пушара хирĕç кĕрешекен станци начальникĕ Петр Тускаев тата Чукал участок лесничествин лесничийĕ Александр Еремеев Чăваш Республики Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕç.
Вăрман ĕçченĕсем ятарлă çар операцине хутшăнакансене пысăк пулăшу параççĕ. «Пĕрле» фондпа пĕрле СВО зонине 430 кубометр йывăçпа хăма ăсатнă. Çак ырă ĕçшĕн Херсон облаçĕнчи Геническ муниципалитет округĕн администрацийĕ Шăмăршă лесничествин директорне Александр Цыганова Тав çырăвĕпе чысланă.
Уява Сергей Кудряшовпа Елена Гаврилова чăн-чăн артистла пултарулăхпа ертсе пычĕç, юрă-ташă ăстисем хаваслăхпа илем кỹчĕç.
Ив.САЛАНДАЕВ.