«Футболсăр пурăнаймастăп...» - тетчĕ

ÇУР ĕмĕр ытла хаçатра ĕçленĕ май, вун-вун блокнот çырса тултарнă. Хăшне-пĕрне - çухатнă, упранса юлнисенчен чылайăшĕ çĕтĕлме те тытăннă. Уçатăп та халĕ аллăма лекнĕ пĕр-пĕр блокнота - куç умне 1970, 1980, 1990-çулсенче çывăх палланă çынсем тухса тăраççĕ.
Епле хастар пулнă вĕт-ха вĕсем, йывăрлăхсене парăнмасăр тăрăшнă, район историйĕнче кашнийĕ хăйĕн йĕрне хăварнă.
«ПИРЕ комсомол çын турĕ», - çапла калама юрататчĕ Çĕнĕ Шăмăршă ялĕн çамрăкĕ Василий Ефимов.
Районти комсомол райкомĕнче ĕçленĕ Николай Быковпа Борис Александров - строительство организацийĕнче, Галина Телегина - Ульяновск хулинчи профессипе техника училищинче пысăк вырăнта тăрăшрĕç. Василий Ефимов вара районти çул-йĕр тăвакан участок пуçлăхĕн çумĕнче вăй хучĕ.
Маларах ВЛКСМ райкомне ертсе пынă Петр Свеклов - милици полковникĕ таран çĕкленчĕ. Петр Долгов республикăри ГСМ «хуçи» пулса тăван Шăмăршă районне сахал мар пулăшрĕ.
Унччен: «Коля», «Борис», «Галя», «Ваççа» тесе чĕнеттĕмĕр пулсан, халĕ пурте: «Николай Никонович», «Борис Борисович», «Галина Александровна» теме тытăнтăмăр.
Пĕр вырăнта ларма-тăма пĕлмен вĕри çынччĕ Василий Ефимов. Ас тăватăп-ха, комсомол райкомĕнче ĕçленĕ чух унăн пỹлĕмĕнче икĕ-виçĕ футбол мечĕкĕ выртатчĕ. Пĕрремĕш секретарь тăрăшнипех, районта футбол «чирĕ» пуçланчĕ: кашни ялтах командăсем йĕркеленĕччĕ, хăшĕ хăçан выляссине тата очкосен хисепне хаçатра çутатса тăраттăмăр.
Хĕл çитсен вара тепĕр «чир» - хоккей - анлă сарăлнăччĕ. Ун чух хоккей коробки районта иккĕ çеç пулнă: Шăмăршăра тата Чукалта. Коробкăсăррисем хытă пăшăрханатчĕç, Василий Ефимов вĕсене пăр шăнсан хоккейла вылямалли вырăн тума вĕрентетчĕ. Çапла каярахпа Васанта, Карапай Шăмăршăра, Пулмантăшра - çамрăксен вăйĕпе тата патшалăх пулăшнипе - хальхи вăхăт ыйтăвне тивĕçтерекен хоккей коробки туса лартрĕç.
- Коньки шыраса Самар хулине çитрĕм вĕт, «высший класс» текеннине тупрăм-тупрăмах, - пысăк хавхаланупа каласа панăччĕ мана Василий Михайлович.
Утса та, чупса та, çỹллĕшне сиксе те малти вырăна тухатчĕ Василий Ефимов. Шел, «Туслăх» спорт шкулĕн бассейнĕнче савăнса кураймарĕ - ялти пĕвери шывра пулă пек ишнĕскер, кунта та малта пулатчех ĕнтĕ.
ДРСУ пуçлăхĕ Олег Ефимов - хăй те футбол вăййине юратаканскер - коллективра физкультурăпа спорта анлă сарма тăрăшатчĕ. Водительсем рейса тухас умĕн физзарядка тунине хам та асăрханă.
Пĕррехинче çапла - Шăмăршă командипе выляма - пирĕн района Шупашкарти пĕрремĕш лига команди килнĕ. Василий Ефимовăн вара вăхăчĕ çук - ыран комисси тин çеç сарнă асфальт çула йышăнма çитмелле.
- Выляма яратăп, Шупашкарсене çĕнтермесен вара преми ан та кĕт! - çапла каласа ăсатнă Василий Михайловича пуçлăх.
Мĕн тетĕр: Шăмăршă команди çав кун пĕрремĕш лигăри чи вăйлă командăсенчен пĕрне парăнтарчĕ! Преми пулмасси пирки асăрхаттарни пулăшнă-ши е шăмăршăсен хавхаланăвĕ пысăк пулнă?
Шел, мĕн тери чаплă стадион, тĕрĕссипе - футбол уйĕ - историе çеç кĕрсе юлчĕ. Василий Михайлович пĕчĕк футбола - «мини-футбол» текеннине - питех килĕштерместчĕ. «Ача-пăча валли çеç вăл», - тесе калатчĕ. «Туслăх» спорт шкулне урăх вырăнта тума сĕнỹ панăччĕ. Шел, унăн сĕнĕвне район пуçлăхĕсем вырăна хумарĕç. Паян вара пысăк футболсăр тăрса юлтăмăр, çамрăксен чи юратнă вăййи «мини-футбол» шайне анса ларчĕ.
...Василий Ефимов пурнăçран уйрăлса кайнăранпа темиçе çул иртрĕ ĕнтĕ. Апла пулин те унăн ячĕ манăçмасть: кашни çулах Шăмăршăра ăна асăнса пĕчĕк футбол турнирĕ иртет.
Кăçал вара çак ăмăртăва волейболистсем те хутшăнчĕç. Василий Михайловичăн çывăх çыннисем, унăн юлташĕсем ăмăрту лайăх ирттĕр тесе нумай тăрăшрĕç. Тавах вĕсене!
«Туслăх» спорт шкулĕн стени çине районти паллă спортсменсене - Василий Ефимовпа Николай Куприянова чысласа - Асăну хăми вырнаçтарасси пирки сĕнỹ те пулчĕ. Çак сĕнỹ сăмах айне пулса çеç ан юлтăрччĕ, мĕнле те пулин май тупса ырă шухăша пурнăçа кĕртесчĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ.