Хĕл те çитĕ систермесĕр
ЫЛТĂН кĕркунне _ хĕвеллĕ кунсенче _ хĕл çитесси çинчен шутлас та килмест. Анчах та шутламаллах, хĕле пур енчен те тĕплĕн хатĕрленнипе кĕтсе илмелле.
Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕ 2025-2026-çулсенчи хĕллехи тапхăрти хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленсе ирттерсе ярасси çинчен постановлени йышăннă, кăçалхи сентябрĕн 15-мĕшĕнчен кая юлмасăр хатĕрлĕх паспортне илме палăртнă.
Хальхи вăхăтра коммуналлă хуçалăхри котельнăйсен _ 93,8 проценчĕ, ăшă сечĕсен _ 100 проценчĕ, водопровод сечĕсен _ 100 проценчĕ, канализаци сечĕсен 100 проценчĕ юсавлă пек курăнать. Социаллă сферăри 17 объектран 9-ĕшне (52,9 процент) хатĕрлĕх паспортне панă.
Пĕлсе тăма: округри коммуналлă хуçалăхра 32 котельнăй шутланать, ăшă сечĕ _ 2,8 километра, водопровод сечĕ _ 51,2 километра, канализаци сечĕ 8,9 километра тăсăлать.