Ĕç хăрушсăрлăхне пăхăнса ĕçлесси _ чи кирли
ВЫРМА ĕçĕ вĕçленсе пырать пулин те, уй-хирте вăй хумалли нумай-ха. Хĕвел çаврăнăшне, куккуруса тата ытти хăш-пĕр культурăна «алла иличчен» хирте техника сасси лăпланмĕ.
Вырма пуçланиччен уй-хире тухакан техника юсавлăхне тĕплĕн тĕрĕслени хĕрỹ тапхăрта чăрмавсăр ĕçлеме май парать. Техника юсавлă тата салонра пушар хăрушсăрлăхĕн хатĕрĕсем пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕрĕслỹ ирттернĕ чухне тормоз тытăмне, руль управленине тата электрохатĕр юсавлăхне пысăк тимлĕх уйăратпăр.
Механизаторсен яваплăхĕ пысăк пулмалла. Вĕсен çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмалла, çумра удостоверени пулмалла. Ку шутра _ хăй тĕллĕн çỹрекен машинăна регистрацилени, техника тĕрĕслевĕнчен тухни, ОСАГО полисĕ, тракторист-машинист удостоверенийĕ.
Телее, кăçал тырă пуçтармалли техникăпа патăрмах пулман. Анчах та çакă лăпланса пурăнмаллине пĕлтермест. Ĕçре яланах тимлĕ пулмалла. Пирĕн тĕллев _ явап тыттарасси мар, çынсене хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмалли пирки аса илтересси. Техникăна лайăх пăхмалла, хĕрỹ тапхăрта эрех-сăра ĕçесси пирки пачах та манмалла.
Л.ЧЕРНОВ, «Гостехнадзорăн» округри патшалăх инспекцийĕн начальникĕ.