«Хурçă» ретре службăра тăнă

«Хурçă» ретре службăра тăнă

Сентябрĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче Анат Чаткас çамрăкĕ _ халĕ Шупашкарта пурăнакан 35-ри Сергей Исаев _ службăра пĕрле пулнă юлташĕсемпе тĕл пулма васкать. Пĕри _ Тăвай тăрăхĕнчен, тепри _ Патăрьел округĕнчен (питĕ шел, Канаш округĕнчи юлташĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ). Тĕл пулăва Чăваш Енĕн тĕп хулинче ирттерме кăмăллаççĕ. Нăрваш Шăхальти пĕр хушаматлă Павелпа _ кумсем: Сергей _ Кирăн хресна ашшĕ. Виçĕ юлташ Танкист кунне пĕрле паллă тăвасси _ çирĕп йăлара. Вĕсен шăписене вара 2008-2009-çулсенче танк çарĕсенчи служба çыхăнтарнă.

... Туслă та йышлă ача-пăчаллă çемьере кун çути курнă Çеруш. Амăшĕ Зинаида Николаевна _ «Восход» колхозăн малта пыракан телятниципе доярки, Чăваш АССРĕн Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулнăскер, ашшĕ Валентин Тихонович _ тăван хуçалăхăн ахаль водителĕнчен Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ таран çĕкленнĕскер ывăл-хĕрне пĕчĕкрен ĕçе те йĕркелĕхе хăнăхтарнă. Халĕ ĕç ветеранĕсем _ тивĕçлĕ канура. Виçĕ аппăшĕпе пĕр тетĕшĕн ырă тĕслĕхĕпе, туслăхпа пĕрлĕх туйăмĕпе çитĕннĕ Çеруш. Аслисем пекех ĕçчен, тирпейлĕ пулма ăнтăлнă.

Ялăн вăтам шкулĕнче лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă Сергей Исаев. Физика, математика, истори, физкультура _ юратнă предметсем. Спортпа туслă пулнă: футбол, волейбол, баскетбол вăййисем уйрăмах хăй патне туртнă. Шкул командипе пĕрле Сергей район шайĕнчи ăмăртусене хутшăннă, малти вырăнсене йышăннă.

2008-çулта, 11-класс пĕтерсен, Шупашкарти строительство техникумне вĕренме кĕрет. Декабрь уйăхĕнче Анат Чаткас яшне çар службине илеççĕ. С.Исаев Свердловск облаçĕнчи Елань хулине лекет. Кунта çур çул хушши танк çарĕсен хатĕрленĕвĕ витĕр тухать: механик-водитель, оператор-наводчик специальноçĕсене алла илет. Т-64 танк уншăн _ ачаран çар техникине, хут çине ỹкерсе ỹснĕскершĕн _ тыр-пул туса илекен трактор пек туйăннă пулсан, чăн пурнăçра хăвачĕпе тыткăнланă.

_ Пирвайхи хут танк курсан питĕ тĕлĕннĕччĕ, _ каласа парать Сергей Валентинович. _ Капмар та йывăр техника (хăй кăна _ 68 тонна, хĕç-пăшалпа пĕрле 82 тонна таять вĕт!). Çакна _ этемĕн пăхăнтармалла! Чи кăткăсси _ ăна вырăнтан тапратасси. Темиçе кнопкăна пусмалла, кĕрлеттермелле, хускатмалла... 10-11-классенче чух Патăрьелĕнчи автошкулра çăмăл машинăпа çỹреме вĕреннĕ, аттен автомашинипе çỹресе курнă... Хамран танкист пуласса шутлама та пултарайман.

2009-çулхи май уйăхĕнче Исаевпа юлташĕсене Челябинск облаçĕн Чебаркуль хулине куçараççĕ, служба вĕçленичченех кунта тăратаççĕ. Малтанах танкпа шыв айĕн «ишме», çав хушăрах унран пеме хăнăхтараççĕ. Унтан çĕрле пеме вĕрентеççĕ. Çар чаçĕнчен 10_15 çухрăмри танкодром Исаевшăн тăван ен пекех çывăхланать. «Хурçă» тусĕ _ çуралнă кил вырăнĕнче: вăхăчĕ-вăхăчĕпе талăкĕпех ун ăшĕнче танкист, унтах çывăрма та тивет. Пин çухрăм таран хыçа хăвармалла тепĕр чух. Пушкăртстан чиккинех çитнĕ пĕринче. Подразделенире пĕрле тăракан тăватă чăваш (пĕри _ С.Исаев) пĕр тăвансем пекех çывăх туслашаççĕ. Пурте _ экипаж командирĕсем тата! Тĕксĕм комбинезонлă, шлемофонлă командирăн яваплăхĕ çав тери пысăк: хăйĕн «çемйинчи» механик-водительпе оператор-наводчикăн ĕç-пуçне йĕркелемелле- тĕрĕслемелле, умри задачăна хăвăрт та тĕрĕс татса памалла. Должноçпа аслин сасси _ çирĕп, шухăшĕ _ уçăмлă, сăмахĕ кĕске те витĕмлĕ пулмалла. Çакăнта _ задание пурнăçлассин çур ăнăçăвĕ! Паллах, шкулта илнĕ пĕлỹ, пĕчĕкрен ял хуçалăхĕнче пиçĕхни Сергей Исаев кĕçĕн сержанта умри йывăрлăхсене çăмăллăн сирме пулăшнă.

2009-çулхи сентябрĕн 27-мĕшĕнче Чебаркуль çывăхĕнчи полигонра Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен çĕр-шыв шайĕнчи пысăк масштаблă пĕрлехи вĕренĕвĕ иртнĕ. Сергей Исаев кĕçĕн сержантăн экипажĕ те Т-72 Б «тусĕпе» çак пĕлтерĕшлĕ мероприятие хутшăннă. Экипаж заданисене ăнăçлă пурнăçланă. Кунта, паллах, командирăн ертỹлĕх ăсталăхĕ ырă витĕм кỹни куç кĕрет. Сăмах май, хăйне пур енлĕ ăсталăхпа кăтартнăшăн, Сергейăн ашшĕ-амăшĕ çар командованийĕн Тав хутне тивĕçнĕ.

... Унтанпа нумай шыв-шур юхса иртрĕ. Апла пулин те Сергей Валентиновичшăн служба тапхăрĕ паянхи пекех асра. Аслă Аттелĕх вăрçи çулĕсенче аслашшĕ Тихон Сергеевич _ пехотăра, кукашшĕ Николай Валерьевич Кузьмин мотострелоксен ротинче çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçни, ашшĕ Валентин Тихонович Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе автомобильсен çарĕнче Камчаткăра пурнăçлани, икĕ сыпăкри тăванĕ _ Василий Нянин халерех танксен çарĕнче службăра пулса таврăнни мăнаçлантарать. Ĕнерхи танкист (командир тата!), хăнăхнă йăлипе, тăтăшах Евгений Долматовскин сăввипе Оскар Фельцман кĕвĕленĕ «Порядок в танковых войсках!» юрра юрлама кăмăллать:

Страна доверила солдату _

Стоять на страже в стальных рядах,

И в мирные года мы сохраняем свято

Порядок в танковых войсках!..

Йĕркелĕх, чăн та, кашни ĕçре, кашни пулăмра çỹллĕ шайра Сергей Валентиновичăн. Вăл служба хыççăн строительство техникумĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухрĕ. Юратнă электрик специальноçĕпе Шупашкарти Çĕнĕ хула микрорайонĕн «Инкост» Строительство управленийĕ» ОООнче вăй хурать. Пурăнмалли çурт-йĕре монтаж тунă çĕрте тимлет. Таса чунлăскер, тăрăшуллăскер ĕçе тĕплĕ тунипе палăрса тăрать. Ахальтен мар, пултаруллăскере бригадир пулма шаннă.

Вăл _ çемье тĕрекĕ. Анжелика мăшăрĕпе ытарма çук маттур ывăлсем çитĕнтереççĕ. Степа _ 4-класс, Ярослав _ 1-класс вĕренекенĕсем, хулари 65-мĕш шкулта пĕлỹ пухаççĕ. Пушă вăхăта кил-йыш пĕрле ирттерме кăмăллать. Ашшĕ çар служби _ уйрăмах «хурçă» тусĕ çинчен каласа панине ывăлĕсем çăвар карсах итлеççĕ. Тăван çĕр-шывăн хỹтĕлевçи пулма пĕчĕкрен хатĕрленмеллине халех ăнкараççĕ. Çапла, чăн-чăн патриот пулма çемье ырă витĕм кỹрет...

Зинаида Воробьева.



12 сентября 2025
15:06
Поделиться