Илемленет ял урамĕ
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçару бюджечĕ ял сăн- сăпатне илемлетме, халăх пурнăçне лайăхлатма пулăшнине палăртсах каларĕ. «Ниме _ халăх бюджечĕ» проектпа çынсем хăйсем суйласа илнĕ объектсене тăваççĕ, тахçанхи ĕмĕте пурнăçа кĕртеççĕ.
Акă Пулмантăш (Çĕнĕ Чукал) ялĕнче пурăнакансем Ленин урамне тирпей- илем кĕртме йышăннă. Хальхи вăхăтра «Энки21» ООО подрядчик хĕрỹ ĕçе пуçăннă, çанталăк сивĕтиччен мĕн палăртнине пурнăçлассишĕн вăй хурать.
Ленин урамĕ хулари урам пек илемленсе пырать, строительсен ĕçне ватти-вĕтти сăнаса тăрать. Такамшăн мар вĕт, тăван ял илемĕшĕн тăрăшаççĕ.
Çак кунсенче хута ямалли объектра муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин пулса курнă, строительсене ĕç пахалăхĕшĕн ытларах тăрăшма сĕнỹ панă.
Н.ИЛЬИНА.