Ырă хыпарсем

РЕСПУБЛИКĂН Строительство министерстви пĕлтернĕ тăрăх, «Пурнăç инфратытăмĕ» Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, 2025-çул вĕçлениччен Чăваш Енри 256 çынна авари пулма пултаракан çуртсенчен çĕннисене куçараççĕ.

ххх

«ЯЛ ТЕРРИТОРИНЕ комплекслă майпа ата- лантарасси» программăпа Чăваш Енри ял тăрăхĕсене аталантарма 2025-çулта 2,85 миллиард тенкĕ уйăрнă. Çавна май республикăра кăçал пуçару бюждечĕн программин 1555 проекчĕ пурнăçа кĕрет.

ххх

ЧĂВАШ ЕН регионăн «АПК продукцийĕн эксперчĕ» проектне пурнăçласа 2019-2024-çулсенче тулашри рыноксене кăларнă ял хуçалăх продукцийĕн калăпăшĕ 160 пин тоннăран иртнĕ. Çак кăтарту унчченхи пилĕк çуллăхринчен икĕ хут пысăкрах.



12 сентября 2025
13:34
Поделиться