Çитрĕç Шăмăршăран _ вуннăн тан...

Çитрĕç Шăмăршăран _ вуннăн тан...

ЯЛ ÇЫННИН пушă вăхăт çукпа пĕрех. Сентябрьте пахча ĕçĕ кантармасть: çĕр улмине, кишĕрпе чĕкĕнтĕре кăларса тирпейлемелле, йăран çинчи юлашки пахча çимĕçе пуçтарса кĕртмелле тата ытти те.

_ Юн пусăмĕ ỹсет, тонометр нормăран чылай пысăкрах кăтартать, _ пăшăрханса калаçать тракторпа кăларнă хыççăн çĕр улми суйлакан вăтам çулсенчи хĕрарăм.

_ Ыран яла Шăмăршăран тухтăрсем килеççĕ, сывлăхна тĕрĕслеттерме пултаратăн, _ сĕнỹ пачĕ ăна кỹрши. _ Эпĕ те юнри сахăр хисепĕ ỹсмен-ши тесе шутлатăп-ха _ виçтерсе пăхни пăсмĕ. Тата грипран прививка та тутарас килет...

Çак калаçăва эпĕ округри Васан ялĕнче ăнсăртран тенĕ пек илтрĕм. Çынсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе ĕçлекен «Сывлăх патне _ утăм» проекта ырласа йышăннине, тухтăрсене тỹсеймесĕр кĕтнине ăнлантăм.

Графикпа килĕшỹллĕн, куçса çỹрекен медицина пункчĕ ялтан яла çỹрет, тухтăрсем вун-вун çынна йышăнса пулăшма тăрăшаççĕ. Тĕрлĕ енлĕ специалистсем _ терапевт, хирург, гинеколог, дерматолог, стоматолог тата ыттисем _ мобильлĕ пункта килнисене консультаци пама та ỹркенсе тăмаççĕ. Пĕр харăсах вунă тухтăрпа канашлама май тупăнать.

Эпĕ Шăмăршă больницин тĕп врачĕпе Ирина Смирновăпа курса калаçрăм. Ирина Анатольевна _ больницăра ĕç нумай пулсан та _ халăхпа тĕл пулма вăхăт тупнă.

_ Ирина Анатольевна, калăр-ха: çынсем мĕнле чирпе ытларах чирлеççĕ?

_ Ытларахăшĕ нерв чирĕпе аптăрать. Стреса, депрессие пула чирлеççĕ. Пыршăлăхпа, ват хăмпинчен ват тухманнипе çыхăннă чир-чĕр нумай.

Чирсем апат нумай çинипе те аталанаççĕ. Пĕвер, ват хăмпин чирĕсем... Ытларах çакă апат нумай çинипе пулать. Хальхи çын чустаран пĕçернĕ, пысăк калориллĕ апата, фастфуда кăмăллать. Çав вăхăтрах сахал хускалаççĕ. Ковид хыççăн мăнтăр çын нумайланчĕ. Шел те, вĕсен йышĕ хушăнсах пырать.

Пирĕн _ медицина ĕçченĕсен _ паянхи тĕп тĕллев: халăх хушшинче сывă пурнăç йĕркине сарасси, диспансеризаци тата профилактика енĕпе ирттерекен медицина тĕрĕслевĕ йĕркелесси. Çак мерăсене пула чĕрепе юн тымарĕн тытăмĕсен чирĕсем, сахăр диабечĕ, усал шыçă тата ытти чир аталанас хăрушлăха вăхăтра тупса палăртма май пур. Çак чирсенчен профилактика туни пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен асăрхаттарни вĕсене сиплессинчен ансатрах.

Профилактика ĕçĕсене пула хальхи пурнăçра инфекциллĕ мар чирсенчен чылайăшĕ аталанассине сирме кăна мар, вĕсене пула çынсем инвалида тухассине те чакарма пулать.

Куçса çỹрекен мобильлĕ пункта пырса тухтăрсемпе тĕл пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ: тĕрĕслỹ çын пурнăçĕнче сывлăх тĕлĕшпе мĕнлерех хăрушлăх пуррине палăртать. Сăмахран, тĕрĕс мар апатланни, сиенлĕ йăласем мĕн патне илсе пырассине уçса парать.

«Сывлăх патне утăм» проектпа район больницин тухтăрĕсем сентябрĕн 13-мĕшĕнче Палтиелне çитеççĕ. Мобильлĕ пункт ялти чиркỹ умĕнче вырнаçĕ, сывлăх ĕçченĕсен бригади ирпе 9 сехетрен пуçласа 14 сехетчен ĕçлет.

ПĔЛСЕ ТĂМА:

2020-2025-çулсенче _ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тỹрремĕнех тăрăшнипе _ республикăри яллă вырăнти больницăсене инçетри ялсене тухса çỹремешкĕн 134 автомашинăпа тивĕçтернĕ. Çав шутра, пирĕн округа та 6,6 миллион тенкĕлĕх 8 автомашина уйăрса панă. Олег Николаев тăрăшнипех, санитари авиацийĕ йĕркеллĕ ĕçлесе пырать. Сывлăх сыхлавĕн малтанхи сыпăкне çĕнетмелли программăпа килĕшỹллĕн, кăçал Пăчăрлă Пашьелĕнчи тухтăр амбулаторине тĕпрен юсанă, хальхи вăхăтра Палтиел ялĕнче çĕнĕ амбулатори тăваççĕ.

Ив.САЛАНДАЕВ.



12 сентября 2025
13:54
Поделиться