«Çăка çăтмахĕ» халăха савăнтарчĕ

«Çăка çăтмахĕ» халăха савăнтарчĕ

Иртнĕ шăматкун «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕн «Çăка çăтмахĕ» кану вырăнĕнче 12-мĕш хут Кăмпа фестивалĕ иртрĕ. Йĕркелỹçисем - «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕ, округри централизациленĕ клубсен системи.

Уява республика тулашĕнчи хăнасем те хутшăнчĕç. Хăнасене Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Андрей Кокуркин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов саламларĕç. Вĕсем кăçал Шăмăршă лесничестви 100 çул тултарнине палăртрĕç, вăрманçăсене чунтан тав турĕç.

Фестивалĕн символĕ - кăмпа - савăк кăмăл парнелерĕ. Вăл çут çанталăк илемĕпе пуянлăхне евĕрлерĕ. «Кăмпасемех» уяв геройĕсем пулчĕç, вĕсем пурне те юрлаттарчĕç- ташлаттарчĕç.

«Çăка çăтмахĕ» хăйĕн ĕлккенлĕхĕпе çеç мар, конкурс-вăйăпа та кунта килнисене хăй патне туртрĕ. Конкурса хутшăнакансене асăнмалăх парнесем - хутран касса ăсталанă кăмпасем - тивĕçрĕç (вĕсене Наци паркĕн сувенирĕсемпе улăштарма май пулчĕ).

Çавăн пекех «Вăрман сиплевçи», «Ăсчахран ыйт», «Кăмпа уçланки», «Пичкери тĕлĕнтермĕш» площадкăсенчи тупăшусем, «Кам пытаннă шлепке айĕнче?» конкурс, капăр тумлă «кăмпасем» кашнинех киленỹ кỹчĕç.

Сăн ỹкерĕнме кăмăллакансемшĕн вăрман пейзажĕллĕ вырăнсем меллĕ пулчĕç. «Эпĕ тата пурак (лукошко)» фотозона патĕнчен çын татăлма пĕлмерĕ.

«Паллашăр: çиме юрăхлă тата сиенлĕ кăмпасем» фото-выставка вара Чăваш Енри кăмпасемпе паллаштарчĕ.

Кулинари ăсталăхĕ кунта тĕп вырăн йышăнчĕ. Тĕп апатпа - кăмпа яшкипе - вуншар-вуншар çын сăйланчĕ, çавăн пекех ăсталăх класĕсенче кăмпа блюдисен вăрттăнлăхĕпе паллашрĕ, хутран шăна кăмпи туса хатĕрлерĕ.

Вырăнти артистсем шỹт-кулăпа, юрă-ташăпа кăмăла çĕклентерчĕç.

Çапла, çулталăкне пĕр хутчен - кĕркунне - паллă тăвакан Кăмпа фестивалĕ тĕрлĕ ỹсĕмри çынсене пухса Наци паркĕн ытарайми асамлăхне туйтарчĕ.

Наталия Ильина.



12 сентября 2025
14:56
Поделиться