Кара мăлттăк
Тутар -тĕрĕк чĕлхинче «кара мăлттăк» («кара мылтык») сăмах «хура пăшал» ăнлава пĕлтерет. Империализм вăрçинче пулнисем çак пăшала киле пĕрле илсе таврăннă. Пирĕн ялта вăл икĕ çынра пур тенине те ас тăватăп.
... Çырма хĕрринче пурăнаççĕ Макçăмпа Çинави. Пахчара чаплă пан улми тата ытти çимĕç ỹстернĕ пирки те илтнĕ. Кỹршĕрех Кăраçук кинеми те тутлă улма-çырла ỹстерет.
Пĕрре çапла Ваççапа çывăх юлташĕсем кинемин пахчине «командировкăна» кайма шутлаççĕ, анчах та лешĕ хỹшĕ туса унтах сыхласа ларнине пĕлсен ире хирĕç _ çутăлас умĕн _ çитеççĕ. Кăраçук тутлă çывăрнине курсан пан улмисене шăпăрт кăна хĕве тултараççĕ. Темле асăрхансан та, ăнсăртан пĕри сас тăвать. Кинеми вăранса каять.
_ Çаратаççĕ! Çаратаççĕ! _ тесе кăшкăрма пуçлать.
Самантранах кỹршисем _ Макçăмпа Çинави _ кара мăлттăк йăтса тухаççĕ, кĕрĕслеттерме тытăнаççĕ.
Пан улми тутанас текенсем _ Ваççапа юлташĕсем _ çырмана тапса сикеççĕ, хăш вăхăтра киле çитнине те сисмеççĕ.
Кара мăлттăк сассинчен хăраса Ваççан пĕр юлташĕ... тытăнчăклă калаçма пуçлать. Амăшĕпе асламăшĕ, хăр хывтармалла тесе, кỹршĕ яла та илсе çỹрерĕç _ усси пулмарĕ. Çавна пулах салтака кайма та пултараймарĕ хайхи. Ял-йышран намăс тесе, Чĕмпĕр-Самара енне пурăнма куçса кайрĕ çемье.
Çын аллинчи апат ялан илĕртет, анчах вăл тăварлă теççĕ.
Шуркка Петти, Шăмăршă ялĕ.