Килес Çĕнтерĕве кашнин тỹпе хывмалла!

Килес Çĕнтерĕве кашнин тỹпе хывмалла!

Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа Шăмăршăри «Веçех - Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕ фронта тата госпитале ăсатма гуманитари япалисем хатĕрлесси-пухассине анлă сарчĕ.

Акă августăн 4-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 4-мĕшĕччен пирĕн пуçару ушкăнĕ çак ĕç-пуçа туса ирттерчĕ: çыхрĕ-çĕлерĕ - 21 маскировка сетки, 17 хỹтлĕх плащĕ, 3 мăшăр гетры, тупă кĕпçине витмелли 2 карă (накидка), 27 аялти йĕм, 19 «пурнăç» сулли, 6 «шăмă» минтер. Ятарлă çар операцийĕн икĕ енне - виçĕ салтакăмăр валли 15 хỹтлĕх карри, 23 плащ, 3 мăшăр гетры парса ятăмăр.

Çак кунсенче Олегпа Игорь Ефимовсем (Çĕнĕ Шăмăршă) Псков десантникĕсем патне «Нива» автомашина илсе çитернĕ. Çак транспорт çине ушкăнпа хатĕрленĕ япаласене тиерĕмĕр. Вĕсем: 10 маскировка сетки,тепловизортан хỹтĕленмелли 8 плащ, 8 мăшăр гетры, тупă кĕпçине витмелли 2 карă (покрывало), 12 «пурнăç» сулли.

Василий Драгунов çемйи те (Шăмăршă) десантниксене пулăшассине хăйĕн тивĕçĕ вырăнне хучĕ: икĕ михĕ çĕр улми, килте тунă улма-çырла сокĕ, пахча çимĕç консервацийĕ парса ячĕ. Гуманитари япалисене пухас-ăсатас ĕçе хутшăннисене, уйрăмах Александр Карзанова (Шăмăршă), чĕререн тав тăватпăр.

Сăмах май, Ефимовсен çемйи ятарлă çар операцийĕнче тăракансене иккĕмĕш машина парнелерĕ ĕнтĕ.

Мир салтакĕсене пулăшма кăмăл тăвакансем пурри пире чунтан савăнтарать. Анат Чаткасри 82 çулхи Олимпиада Петрова аялти йĕм çĕлемелĕх - пусма татăкĕсем, пит шăлли валли - «вафли» рулонĕ, простынь валли шурă ситец пачĕ.

Шăмăршăри Лилия Кудряшова пире тăтăшах госпитальти салтаксем валли кирлĕ çи-пуçпа вырăн таврашĕ çĕлемелĕх сатинппа тата ситецпа тивĕçтерет. Хальхинче те пусма татăкĕ нумай илсе килчĕ. Олимпиада Васильевнăпа Лилия Валерьяновнăн пархатарлăхĕ - ыттисемшĕн ырă тĕслĕх!

Пусма татăкĕсенчен килте тĕрлĕ япала çĕлетпĕр. Иртнĕ канмалли кунсенче кăна 10 простынь, 32 ал шăлли, 8 аялти йĕм, 4 «шăмă» минтер çĕлесе янтăларăмăр. Камăн килте ахаль выртакан пусма татăкĕсем пур - кăмăл пулсан, госпитальте сипленекен салтакăмăрсем валли кирлĕ япаласем çĕлемешкĕн пама пултаратăр.

Фронтри лару-тăру хĕрнĕçемĕн ентешĕмĕрсенчен заказ килсех тăрать. Округ çыннисен пĕрлехи вăйĕпе пухăннă укçа-тенке 3D принтер валли 20 катушка туянмашкăн куçартăмăр. Çавăн пекех Я. тата ун юлташĕсем валли ретран-слятор туянтăмăр. Çак япаласем вырăнлă пуласса шанатпăр. Малти линири Пăчăрлă Пашьел çамрăкĕ пиртен пулăшу ыйтать: дрон детекторĕ кирлĕ. Ентешĕмĕрпе ун çарти тусĕсене питех те кирлĕ япалана туянса памаллах. Кĕске вăхăтрах детектора СВО зонине çитермелле. Ăна туянма каллех нухрат кирлĕ. Хамăр хỹтĕлевçĕсене хамăрăнах пулăшмалла. Ку - пирĕн таса тивĕç! Халăх сурать - кỹлĕ пулать тенĕ пек, пиртен кашнийĕ кăштах та пулин пĕрлехи кассăна укçа хывсан кирлĕ суммăна пухса çитересси куç кĕрет. Атьăр-ха, ырă Çыннăмăрсем, хамăр тăнăçлăхшăн кĕрешекенĕмĕрсене пикенерех пулăшар.

Хăй енчен ĕçпе, япалапа, укçа- тенкĕпе пулăшас кăмăллисене çак телефон номерĕпе çыхăнма ыйтатпăр: 8 927 853 84 81.

Валентина Еремеева,

Шăмăршăри «Веçех - Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕн ертỹçи.



12 сентября 2025
14:48
Поделиться