Килти хуçалăх - чун савăнмалăх

Килти хуçалăх - чун савăнмалăх

ЯЛ ĕçчен çынсемпе илемлĕ. Ял çеç-и - çĕр-шыв та вĕсем çинче тытăнса тăрать. Эсир фермер хăçан та пулин ĕçсĕр сулланса çỹренине курнă-и? Унăн çур аки пирки те, вырма çинчен те шутламалла, уй-хире тата фермăра кама ĕçлет- тересси те канăç памасть.

Чăнах та, пурте фермер пулаймасть. Нумайăшĕ картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал усраса пурнăçа тытса пыраççĕ. Вĕлле хурчĕ ĕрчетекенсем те сахаллăн мар.

Анат Чаткасри Гастелло урамĕнче пурăнакан Николайпа Елена Ильинсенех илер-ха. 4 пуç - ĕне, 9 пуç - вăкăр, 2 пуç сысна усраççĕ, хурсем те пур. Предпринимателе куллен 60 литртан кая мар сĕт сутаççĕ.

Кивĕ Чукалти Василипе Лариса Микушинсем 6 ĕне усрама вăй çитереççĕ. Сурăх та, сысна та йышлă тытаççĕ. Çак ялти Вячеслав Мишкин, Владимир Денисов, Николай Карзанов тата темиçе çын вĕлле хурчĕ ĕрчетсе чун канăçне тупнă.

Ялти паллă купăсçăпа, клубра вăй хуракан Валерий Мандрюковпа калаçатăп.

- 3 пуç - ĕне, 3 пуç - вăкăр, 20 пуç ытла сурăх усратпăр, - пĕлтерчĕ Валерий Петрович. - Чăнах та, выльăх усрама çăмăл мар, çапах та алла усмастпăр. «Ĕне усраканăн тути çуллă», - тенĕ вĕт-ха ваттисем. Аш-какай та, ĕне юр-варĕ те, чăх çăмарти те, пахча çимĕç те - хамăрăн, хăна килсен лавккана чупмалла мар.

Кивĕ Чукалта пурĕ 207 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра 99 пуç сăвăнакан ĕне усраççĕ. Пысăк ялшăн выльăх шучĕ нумай мар, ял территори уйрăмĕнче ĕçлекенсем çакна пĕччен ватăсем ĕне усрама пăрахнипе сăлтавлаççĕ.

Кỹршĕри Пулмантăшпа Вырăс Чукалĕнче 216 пуç мăйракаллă шултра выльăх тытаççĕ. Сăвăнакан ĕне - 123 пуç. Çур ял ытла - ватă çын, апла пулсан та ĕне выльăх усрама хăраса тăмаççĕ. Вĕсенчен тĕслĕх илмелĕх пур.

Округра чи нумай выльăх усракансем - Палтиелпе Патирек çыннисем. Икĕ ялĕпе 455 пуç ĕне тытаççĕ. Çав вăхăтрах Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăнта пурĕ те 65 пуç ĕне çеç тăрса юлнă. Икĕ ялĕ те, ĕне усрама пăрахса, качака ĕрчетме пуçланă. Вăрман хĕрринче пурăнса та выльăх апачĕ хатĕрлеме май çук-ши е урăх сăлтав - ĕне йышĕ çултан çулах чакса пырать.

Васан ял территори уйрăмĕнчи виçĕ ялта 117 пуç çеç сăвăнакан ĕне усрани те шухăшлаттарать. Пилĕк-ултă çул каялла Васанта, Ярăславра, Кивĕ Шăмăршăра ирсерен темиçе кĕтỹ хăвалатчĕç, халĕ хăш-пĕр урамра ĕне йышне шутлама хăрах алăри пỹрнесем те çитеççĕ.

Округĕпе илсен, сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял халăхĕ 1413 пуç сăвăнакан ĕне усрани курăнать. Ĕне усракан çемьесен йышĕ кашни çул чакать. Акă Шăмăршă, Çĕнĕ Шăмăршă, Энтĕрьел ялĕсенче, Баскак, Муллиная, Канаш паççулккисенче пурăнакансем - пурте пĕрле - 99 ĕне çеç усраççĕ. Вунă çул каялла Шăмăршăра хăйĕнче кăна 60 пуç ытла ĕне тытнă, ирсерен 4 кĕтỹ хăваланă. Халĕ центрта пĕр кĕтỹлĕх те выльăх пуçтарăнмасть.

Предпринимательсем килти хуçалăхсенчен пĕр литр сĕте 27 тенкĕпе туянаççĕ. Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăнта çеç 1 тенкĕ сахалрах тỹлеççĕ. Пĕр шутласан, 26-27 тенкĕ те - куллен кĕрекен укçа. Йышлă выльăх усракансем аванах ĕçлесе илеççĕ. Ĕне усраманнисем вара пурнăç япăхланнишĕн пăшăрханаççĕ.

Тĕрĕсех калать пулĕ Палтиелĕ нчи хăйĕн ĕçне йĕркеленĕ Зефер Афиатуллов ĕç ветеранĕ:

- Ялти пурнăçа хурлакансене эпĕ ăнланмастăп. Выльăх усрамасан, ăçтан-ха кĕрекỹ тулли пулĕ? Пирĕн ялти ватă çынсем пăру та пулин усрама тăрăшаççĕ, хур-кăвакал пирки вара каламастăп та - шучĕ те çук!

Çамрăксем хура ĕçрен сивĕнни пăшăрхантарать. Лавкка çине кăна шанса пурăнма пуçларĕç. Килти хуçалăхри туса илнĕ апат-çимĕç сывлăхшăн сиплĕ иккенне ăнланмаççĕ. «Ỹркев - ỹкерет», - теççĕ тутарсем, çакна манар мар.

Зефер Халиуллович хăйĕн мăшăрĕпе Гузелия Хатыповнăпа пĕрле килти хуçалăхра 10 пуç вăкăрпа 3 пуç ĕне усрани çинчен хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Иккĕшĕ те - çамрăк мар, апла пулин те ĕçлемесĕр лармаççĕ, ĕçре савăнăç тупаççĕ. Вĕсем пек хастар çынсене мухтас килет. Мухтамалла та.

Ив.САЛАНДАЕВ.



12 сентября 2025
14:47
Поделиться