Пирĕшти çунатти
Чăн пулнă çак ĕç пирки мана «Терек» бригадăн артиллери дивизионĕн боецĕ - Пасечник (позывной) - каласа пачĕ.
«... Уйăх тулнă вăхăт - фронтăн малти линийĕшĕн пысăк чăрмав. Çакăн пек - уйăх тулнă каç - пире орудисене урăх вырăна куçарма приказ пачĕç.
Салтаксем тупă куçарма хатĕрленеççĕ, хыпкаланаççĕ - кашни минут хаклă! «Урал» машинăна кĕтеççĕ - унран тупă çаклатмалла. Пилĕк пуслăх укçа пек курăнакан уйăх таврана кăнтăрлахи пек çутатать. Хăрушă!
Кашни хăй ăшĕнче ăнăçлăха шанса кĕл турĕ паллах. Сасартăк... çилсĕр сывлăшра пĕлĕт курăнса кайрĕ - çỹхе те юр пек шурă авкаланчăк «çунатпа» уйăх «куçне» хупларĕ.
Пирĕшти (ангел) çунатти евĕр пĕлĕт каçхи «хунара» хупланă вăхăтра çар орудине çул çине илсе тухма, «Уралтан» çаклатса хăрушă вырăнтан куçарма ĕлкĕртĕмĕр. Тепĕр енче вара... «вĕçен кайăксем» ушкăнĕпе вĕçеççĕ - хăть светофор ларт!
Йывăр лару-тăрура пире Турă пулăшнине ăнлантăмăр, ĕненмелле мар пулăм пире усал вăйран çăлса хăварнине туйрăмăр. Тĕлĕнмелле Сан ĕçỹсем, Туррăмăр! Тав Сана, мухтав Сана тĕлĕнтермĕшшĕн, пулăшу панишĕн!»
Пасечник тỹпери тĕлĕнтермĕше телефонĕпе ỹкерсе илнĕ.
Çапла, тем те пулать çапăçу хирĕнче...
Судук.