Пирус туртни - кĕске ĕмĕр сăлтавĕ

Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, тĕнчере 1 млрд çыншăн чĕлĕм туртни яланхи пурнăç йĕрки шутланать. Раççейре 44 млн (40 процент) çитĕннĕ çын - туртакансен йышĕнче. Арçынсен 62 проценчĕ, хĕрарăмсен 22 проценчĕ кунсерен 17 (!) сигарет туртать.

Шел пулин те, юлашки вăхăтра хĕрарăмсемпе çул çитменнисем алла ытларах пирус тытма пуçларĕç. Çавна май, туртакансем хушшинче онкологи, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе вилекенсем йышланчĕç.

 Çын организмĕ вăрах, 23 çула çитиччен, йĕркеленсе çитет-аталанать. 15 çулчченхи ачасем тĕтĕм мăкăрлантарни вĕсен малашлăхне тĕксĕмлетет: вĕсем ыттисенчен 5 хут ытларах ỹпке ракĕпе аптраççĕ. Табак тĕтĕмне пула малтан бронхит чирĕ пуçланать, унтан апат хуранĕн (желудок) язви, апат ирĕлтерекен ытти чир-чĕр вăй илеççĕ.

Табак тĕтĕмĕ туртакана çеç мар, ун çумĕнчи çынна та сиен кỹрет. Нумай çул хушши туртакан сигаретри никотина хăнăхать, унсăр тăрайми пулать. Çавăнпа ĕнтĕ чĕлĕм туртма пăрахмашкăн çав тери йывăр.

Сигарет тусĕсем çулран-çул çамрăкланса пыраççĕ. Туртакан общество - пирĕн аталану тăшманĕ. Çакна асра тытмалла. Ашшĕ-амăшĕн, учительсен, культура ĕçченĕсен пирус сиенĕ пирки ачасемпе тата çул çитмен çамрăксемпе профилактика ĕçĕсене тăтăшах туса пымалла. Кĕçĕн ỹсĕмрисене пирус сиенĕ пирки тĕплĕн ăнлантарманни, туртакансене куçран вĕçертни каярах - çитĕнсе çитсен - ку е вăл çыншăн хака ларма пултарать. «Çухалнă» сывлăха каялла тавăраймăн.

З.Свеклова.



12 сентября 2025
14:57
Поделиться