Пĕрлехи вăйпа

Çак кунсенче Луганск тăрăхне черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ çитрĕ. Карапай Шăмăршă ялĕн икĕ çамрăкĕнчен (хăйсен ирĕкĕпе СВОна каякансенчен) эпир çак япаласене парса ятăмăр: 4 маскировка сетки (вĕсене Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» обществăлла организацин вырăнти уйрăмĕн членĕсем çыхрĕç), вуншар-вуншар мăшăр нуски, аялти йĕм, футболка, ал шăлли, пахча çимĕç, сало. Гуманитари япалисене хатĕрлеме округ çыннисем пысăк тỹпе хыврĕç: кирлине туянма укçа-тенкĕ пухрĕç, апат-çимĕç янтăларĕç. Сăмах май, хỹтлĕх каррилĕх материал туянмашкăн та Шăмăршă тăрăхĕн гражданĕсем хăйсен нухратне шеллемеççĕ. Гражданла тĕрĕс позици йышăннă çыннăмăрсен умĕнче çĕре çити пуçа таятăп.
Ираида Пыркина,
Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» обществăлла организацин вырăнти уйрăмĕн председателĕ.