Тавах паттăрсене
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине
Кашни ват çын хыт ылханатчĕ:
- Ан килтĕр урăх хуйхă çĕр çине.
Атьсем вăрçă мĕнне ан пĕлччĕр.
Нумай юн тăкнă миршĕн çапăçса,
Кашни çуртах вăл хуйхă кĕнĕ.
Çав ирсĕр тăшмана çапса хуçса
Пире валли ялав çĕкленĕ.
Тавах сире, тавах паттăрсене
Çап-çут тỹпе парнеленишĕн.
Мухтав çĕнтерỹçĕ салтаксене!
Сире чыслар патвар пулнишĕн.
Надежда Кузьмина,
Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ.