Тилĕ тытнăшăн _ преми
ИНТЕРНЕТРА Етĕрне муниципалитет округĕн администрацийĕ вăрмантан яла килнĕ кашни тилле тĕп тунăшăн сунарçăсене 1-ер пин тенкĕ преми парса хавхалантарасси çинчен çырнă.
Пирĕн Шăмăршă округĕнчи ялсене те чее тилĕ иленнĕ вĕт-ха, чăх-чĕппе хур-кăвакала тытнă тĕслĕх те нумай. Етĕрнесен опычĕпе усă курса, сунарçăсене тилĕ вĕлернĕшĕн преми тỹлесен вĕсен йышне чакарма май пулĕччĕ.
Тилĕ чир-чĕр сарас хăрушлăх та пур, уйрăмах урнă тискер кайăк çынсене тата выльăх-чĕрлĕхе çулăхасран шикленмелле. Темиçе пин тенкĕ укçа шеллер мар, çын сывлăхĕ ылтăн-кĕмĕлрен те хаклăрах пулнине асра тытар.