Тĕп рольте _ пирĕн ентеш
К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ сентябрĕн 11-мĕшĕнче хăйĕн 108-мĕш çĕнĕ сезонне Федор Павловăн «Ялта» мызыкăллă драмипе уçнă.
Çак спектакль пĕрремĕш хут сцена çине 1922-çулта тухнă. Классика ĕçĕ ĕмĕр иртсен те кивелмест. Чи кирли спектакльте _ драма хăйĕн пĕлтерĕшне çухатманни. «Ялта» драмăра пирĕн ентеш _ Анат Чаткасра çуралса ỹснĕ Евгений Урдюков артист _ тĕп сăнар Ванюк рольне вылять. Палтиел хĕрĕ Ирина Верьялова Йăскар ролĕнче куракансене савăнăç кỹрет.