Тулăх кĕркунне _ сĕнет хăйĕн парнине

СЕНТЯБРĔН 17-мĕшĕнчен пуçланса октябрĕн 8-мĕшĕччен Шăмăршă муниципалитет округĕнче «Кĕр парнисем _ 2025» уйăхлăх ирттереççĕ.

Мероприяти тĕллевĕ: вырăнти фермерсемпе килти хушма хуçалăхсене аталанма пулăшасси, округра пурăнакансене паха ял хуçалăх продукчĕсемпе туллин тивĕçтересси. Шăмăршăри Ленин урамĕнчи 47-мĕш тата Шоссейная урамра 1Б çурт патĕнче тỹлевсĕр суту-илỹ вырăнĕ йĕркелеççĕ. Кĕрхи пуянлăха сутма тата туянма чĕнетпĕр сире, шăмăршăсем!



12 сентября 2025
14:07
Поделиться