«Тăван çĕр-шыв... Мĕскер эп Сансăр?»

«Тăван çĕр-шыв... Мĕскер эп Сансăр?»

Сентябрĕн 3-мĕшĕ - Иккĕмĕш тĕнче вăрçи вĕçленнипе асра юлнă кун. Çак кун Шăмăршă муниципалитет округĕнче Томскри Хĕрлĕ Çăлтăр орденлĕ аслă çарпа команднăй çыхăну училищин 1979-çулхи выпускникĕсем ĕçлĕ çул çỹревпе пулчĕç. Вĕсем: маларах Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен çыхăну çарĕсен начальникĕ пулнă Вадим Малюков отставкăри генерал-лейтенант, Сергей Федоров полковник, Виктор Бугаев майор (виççĕшĕ те - Мускавран), Владимир Латка полковник (Самара), Анатолий Лазько подполковник (Томск).

Аякри хăнасем килнин тĕллевĕ: вĕсем Тăван çĕр-шыва шанчăклăн хỹтĕлеме присяга йышăннăранпа - 50 çул, Иккĕмĕш тĕнче вăрçи пĕтнĕренпе 80 çул çитнине паллă тăвасси.

Паллă представительсене мероприяти йĕркелỹçисем - Игорь Кудряшовпа Вячеслав Ефимов подполковниксем тата çак йĕркесен авторĕ (çỹлерех асăнннă вĕренỹ заведенийĕн тĕрлĕ çулĕсенчи выпускникĕсем) - ертсе çỹрерĕç. Мероприяти ĕçне çавăн пекех ГСВГ ветеранĕ, «Дунай» çар операцийĕн участникĕ Петр Иванов та хутшăнчĕ.

Сумлă делегаци малтанах округ администрацийĕн пуçлăхĕпе Сергей Галкинпа тĕл пулчĕ. Унтан Томскри Хĕрлĕ Çăлтăр орденлĕ аслă çарпа команднăй çыхăну училищин начальникĕн Василий Никифоровăн, граждан вăрçи паттăрĕн Иван Космовскин, Совет Союзĕн Геройĕн Виталий Уруковăн, Раççей Геройĕн Олег Долговăн бюсчĕсен умĕнче тата Çĕнтерỹ паркĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи участникĕсене асăнса лартнă мемориал палăк умĕнче пуç тайрĕç, чĕрĕ чечек хучĕç. Çар представителĕсем Шăмăршăри Христос чĕрĕлни ячĕллĕ чиркỹре хăйсен пултаруллă ертỹçин - Василий Николаевич Никифоров генерал-майорăн, ятарлă çар операцийĕн участникĕсен ячĕпе çурта çутса лартрĕç.

 Шăмăршă вăтам шкулĕнче вара инçе çула кĕскетсе килнĕ çыннăмăрсем валли пуян содержаниллĕ программа хатĕрленĕ. Акт залĕнче 9- тата 11-классемпе Паттăрлăх сехечĕ иртрĕ: калаçу çыннăн Тăван çĕр-шыв умĕнчи таса тивĕçĕ пирки пычĕ. Хăнасем Василий Никифоров генерал-майор ячĕллĕ Çар мухтавĕн музейĕнчи экспонатсемпе паллашрĕç. Музее вĕсем СВОра юрăхсăра тухнă виçĕ портативлă радиостанци (кĕске талккăшра радиосигнал илмелли-памалли радио-аппаратура) парнелерĕç. Сăмах май, пĕр прибора 17 (!) пуля лекнĕ, çапах ун хуçи - салтак чĕрĕ юлнă. Çавăн пекех старлинк та (СВОра дрон янă чухне усă курмалли спутник çыхăнăвĕн системи) музейра вырăн тупрĕ. Паллах, шкул историйĕн музейĕнче пулни те ырă аса илỹ хăварĕ.

Тăван çĕр-шывăн хăрушсăрлăхĕпе хỹтлĕхĕн никĕсĕсен (основы безопасности и защиты Родины) кабинетне кĕрсе тухни те - кăмăллă пулăм. Кунта шăпах Шăмăршă округĕн хисеплĕ гражданинĕ, çыхăну училищин выпускникĕ Сергей Саминский (Мускав) хăйĕн ыр кăмăллăх фондĕнчен парнеленĕ электрон тира вырнаçтарнă. Тир Калашников автоматĕнчен тĕл пеме вĕрентмешкĕн пысăк пулăшу кỹрĕ.

Томскри Хĕрлĕ Çăлтăр орденлĕ аслă çарпа команднăй çыхăну училищин 1979- çулхи выпускникĕсем пирĕн округа килни - асра юлмалли пулăм. Вăл мухтавлă ентешĕмĕрсем - уйрăмах Шăмăршăра çуралса ỹснĕ 

Василий Никифоров генерал-майор - Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчи çар çыннисемшĕн идеал пулса тăнине тепĕр хут çирĕплетрĕ, паянхи пăтрашуллă саманара çамрăк ăрăва патриотизмла воспитани пани питех те кирлине ĕнентерчĕ.

Геннадий Савельев подполковник (Шăмăршă ялĕ), Томскри Хĕрлĕ Çăлтăр орденлĕ аслă çарпа команднăй çыхăну училищин 1978-çулхи выпускникĕ.



12 сентября 2025
14:14
Поделиться