Волейбол секцине йыхравлаççĕ

 ШĂМĂРШĂРИ «Туслăх» спорт шкулĕ 12 çултан пуçласа 16 çула çитичченхи ачасене волейбол секцине çырăнма йыхравлать.

Аслă çулти çынсем лайăх ас тăваççĕ-ха: иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Шăмăршă районĕн пĕрлештернĕ волейбол команди республикăра чи вăйлисенчен пĕриччĕ, волейбол вăййи кашни колхозрах анлă сарăлнăччĕ. Çавăнпа та «Туслăх» спорт шкулĕн дирекцийĕ унчченхи чапа каялла тавăрма тăрăшнине ырламалла кăна.

С.ИВАНОВ.



12 сентября 2025
15:05
Поделиться