Ярăславра спорт площадки пулĕ
«СЫВĂ пурнăç _ ырă пурнăç», _ тенĕ ваттисем. Ярăслав ялĕнче пурăнакансем çак ăслă сăмаха асра тытаççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Ниме _ халăх бюджечĕ» проектне пурнăçласа, ял çыннисем кăçал пуçару бюджечĕн программипе спорт площадки тума йышăннă.
Сентябрĕн 9-мĕшĕнче спорт площадки тунă çĕре Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин çитсе курнă, строительство ĕçĕпе паллашнă.
_ «Ниме _ халăх бюджечĕ» проект ялти спорт инфраструктурине тĕпрен лайăхлатма пулăшать, _ тенĕ Сергей Авенирович. _ Çак объекта палăртнă вăхăтра вĕçлемешкĕн строительствăшăн яваплă çынсен чунтан тăрăшса ĕçлеме тăрăшмалла.
Е.ЖОЛОБОВА.