Юлашки гектарсем

Юлашки гектарсем

ТИНЕХ, тинех пуçланчĕç çĕр ĕçченĕ тахçантанпах тỹсеймесĕр кĕтекен уяр кунсем! Тăтăш çăвакан çумăр пурне те йăлăхтарса çитерчĕ, вырма ĕçне вăраха тăсрĕ.

Анат Чаткасри Петр Майоров фермер паян юлашки гектар çинчи çурхи тулла вырса çапать. Маларах 50 гектар _ кĕрхи тулă, 100 гектар урпа пуçтарса кĕртнĕ. Тулă гектартан _ 32-шер, урпа 30-шар центнер тухнă. 120 гектар çинчи çурхи тулă тухăçĕ те савăнтарать _ фермер калашле, «Гектартан ик çĕр пăт ытла».

_ Асаттесем тырра пăтпа виçнĕ те, эпĕ те çапла калатăп, _ йăл! та йăл! кулать Петр Анатольевич. _ Кăçал пỹлмесем тулли: тар тăкни, пăшăрханни сая каймарĕ. Вырмара «Полесье» комбайнпа ĕçлекен Алексей Козлов пысăк хастарлăх кăтартать. Комбайн патĕнчен тырра «КамАЗ» автомашинăпа фермер хăй турттарса тăрать.

_ Ыран кĕрхи тулă акма тухатăп, _ терĕ Петр Майоров. _ Вăрлăх та, топливо та, минерал удобренийĕ те çителĕклĕ. Хамăн алăпа аксан ĕç пахалăхĕ те лайăх пулĕ.

Петр Майоров 2 гектар çинчен севок сухана та тирпейлĕ пуçтарса кĕртнĕ.

Округри ытти хуçалăхра та вырма ĕçĕ вĕçленсе пырать. Пурте васкаççĕ: умра _ кĕр аки. «Кая юлсан _ каю шăтать», _ тенĕ вĕт-ха ваттисем. Вăхăтра аксан çеç çитес çул та тырăллă пулăпăр.

Ив.САЛАНДАЕВ.



12 сентября 2025
13:43
Поделиться