1100 ытла çемье амăшĕн капиталне илнĕ
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи 8 уйăхра 1101 çемье амăшĕн (çемье) капиталĕпе усă курнă. Çав шутра: 603 çемье _ пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă, 157 çемье _ ачисене вĕрентме тăкакланă, 19 çемье _ çăмăл автомашина туяннă, 322 çемье пĕр вăхăтра (единовременно) паракан 20 пин тенкĕ укçапа усă курнă.