Анне пулма çăмăл-и?

«... Çемйĕре сыхă усрасан, ачăрсене упраса пурăнсан, килĕштерсе лăпкă ĕçлесе пурăнма хăвăр валли тĕреклĕ чарак лартса хурăр...»
(И.Я.Яковлев «Чăваш халăхне» халал)
Ача _ мăшăрсем хушшинчи юрату кĕперĕ, кил-йыш тĕрекĕ теççĕ. Ывăл-хĕр пурри, чăн та, арăмĕпе упăшкин туйăмне вăйлатать, пĕр-пĕрин хушшинчи яваплăха ỹстерет. Тулли çемьере, килĕшỹпе юрату хуçаланакан çуртра вара ашшĕ-амăшĕ те, ачисем те телейлĕ.
Çакăн пирки çирĕплетет Шăмăршăри Маринăпа Сергей Ложкинсен çемйи. Мăшăрсем иккĕшĕ те _ Анат Чаткас ялĕнчен. Пĕр-пĕрне чунтан савса çавăрнă вĕсем çемьене: 1998-çултанпа алла-аллăн, умри тĕллевсене пурнăçласа, йывăрлăхсене пĕрле парăнтарса утаççĕ Пурнăçăн анлă çулĕпе. Вĕсен _ тăватă ача, иккĕшĕ _ усрава илнĕскерсем. Виçĕ ывăлпа пĕр хĕр. Кашнийĕ _ чун пекех çывăх ашшĕ-амăшĕшĕн. Çемье ăшшине тытса тăраканни _ амăшĕ, ашшĕ _ ун тĕрекĕ.
Марина Васильевна тетĕшĕпе шăллĕ хушшинче çитĕннĕ. Амăшĕ _ Галина Гавриловна Хрисанова (Капралова) _ ачисене ашшĕсĕр ỹстернĕ (иккĕшĕн те чунĕсем канлĕхре пулччăр). Пĕр тăвансем пĕчĕклех кил-хуçалăхри ĕçе кỹлĕннĕ, тăван «Восход» колхозăн уй-хир ĕçĕсене хутшăннă. Сысна фермин заведующийĕнче вăй хуракан амăшĕ ĕçрен таврăниччен карта тулли выльăха пăхса хунă, апат та хатĕрленĕ. Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ виçĕ ачине те тивĕçлĕ воспитани пама хăват çитернĕ.
Маринăшăн амăшĕ ĕмĕтри сăнар вырăнĕнче пулнă. Ун пек ĕçчен (8-класра чухнех колхоз валли çăкăр пĕçернĕ!), йĕркеллĕ пулма ăнтăлнă. 1992-çулта, 11 класс пĕтерни çинчен аттестат илсен, Ульяновскри сăран заводĕнче тимленĕ. Унтан Шупашкарти коопераци техникумĕнче обществăлла апатланăвĕн технологне вĕреннĕ. 1999_2006-çулсенче Шăмăршăри общепитра тимленĕ. Паллах, ача амăшĕ пулма ĕмĕтленнĕ.
Вунă çул хушши кĕтнĕ мăшăр киле аист «çĕнĕ кайăк» йăтса килессе. Çук, чуна ыраттаракан, пуçран тухма пĕлмен йывăр шухăшăн вĕçне тухма пулман. Çамрăк хĕрарăм мăшăрне ача усрама илес ĕмĕт пуррине систернĕ. Сергей Александрович, нумай ачаллă кил-йышра çитĕннĕскер, юратнă çыннин шухăшĕпе килĕшнĕ. 2006-çулта Ложкинсем Шупашкарти Ача çуртĕнчен икĕ (!) уйăхри Максима усрама илнĕ. Ашшĕ- амăшĕ пепкешĕн чун ăшшине хĕрхенмен, ăна тăван ача пекех пăхнă, упранă. Максимăн пĕрремĕш кулли, сăмахĕ, утăмĕ _ веçех кăмăла çĕклентернĕ, ун тĕлне сиксе тухнă кĕтмен чир-чĕр, ăнăçсăрлăх пăшăрхантарнă.
Икĕ çултан... Марина Васильевна хăй «йывăр» çын пулнине туять _ кĕçех мăшăрне ывăл парнелет.
_ Турă кỹнĕ парне пулчĕ пирĕншĕн Денис çурални, _ тет телейлĕ хĕрарăм. _ Ют ачана хамăр хỹтлĕхе илнĕшĕн пире Турă ырăлăх пачĕ темелле.
Тата 4 çултан çут тĕнчене тепĕр ывăл _ Саша _килет. Мĕн тери пысăк савăнăç!
_ Ывăлăмăрсем хушшинче туслăх, пĕрлĕх туйăмĕсем аталанччăр тесе тăрăшрăмăр, _ кăмăлне уçать амăшĕ. _ Паллах, ĕç-пуçа пĕрле тăвасси, çурт-йĕре _ тасалăхра, вĕренỹ вырăнĕсене тирпейлĕхре тытасси, типтерлĕ тăхăнса çỹресси, çын хушшинче хăйсене сăпайлă тытасси çине тимлĕх уйăрма хăнăхтартăмăр.
2021-çулта Марина Ложкинăн икĕ сыпăкри йăмăкĕ пурнăçран уйрăлса каять. 13-ри хĕрĕ тăлăха юлать. Ют арçын ачана тăван пек йышăннă хĕрарăмра каллех аннелĕх туйăмĕ çĕнтерет. Мăшăрсем Викăна усрама илмешкĕн тĕллев лартаççĕ. Иккĕшĕ те Канаш хулине эренесерен Ача усрава илекенсен шкулне вĕренме çỹ- реççĕ. Уйрăм пỹлĕм туса сĕтел-пукан лартаççĕ. Кирлĕ документсем пухса Викăна хăйсем патне пурăнма илеççĕ.
_ Викăна малтанласа питĕ йывăр пулчĕ. Пĕрре _ юратнă амăшĕ çук, тепре _ çĕнĕ çĕрте, арçын ачасем хушшинче тата... Ывăлăмăрсем çемьен çĕнĕ членне питĕ лайăх йышăнчĕç. Денис юлташĕсене асăрхаттарсах хунă: «Шкула ман йăмăк килет. Ăна кам та пулсан кỹрентерет тĕк _ манпа калаçатăр!» Хĕрачамăр уйрăмах Сашăпа туслă. Шăмăршă вăтам шкулĕн 7-класĕнче вĕренме пуçларĕ Вика _ вĕрентекенсемпе тачă çыхăну тытрăм. Хăюллантăр тесе, Шăмăршăри Культура керменĕ çумĕнчи «Звездочки» драма кружокне çырăнтартăм. Ертỹçи _ Валентина Амвросьевна Львова _ тăрăшнипе Вика ача сачĕсене, Культура керменĕнче иртекен мероприятисене хутшăнчĕ. Уçăлчĕ! Тавах вĕрентекенĕмĕрсене!
Çапла, ашшĕ-амăшĕн ырă тĕслĕхĕпе витĕмĕ ачисене тĕрĕс çула суйлама вĕрентнĕ, вĕрентет те.
Халĕ Максим _ Хусанти федераци университечĕн студенчĕ. Кунта вăл Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусне пĕтернĕ хыççăн вĕренме кĕнĕ.
Денис 9-класс хыççăн Шупашкарти экономикăпа технологи техникумне çул тытрĕ, 2-мĕш курс студенчĕ. Вăл МЧС ĕçченĕ пулĕ.
Саша _ Шăмăршă вăтам шкулĕн 8-класс вĕренекенĕ. Вĕренỹре малтисен йышĕнче.
Виктория 9-класс хыççăн Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче повар-кондитер специальноçне алла илме хатĕрленет, 2-мĕш курса çитрĕ.
Ложкинсен пысăк çемйи кану кунĕсене пĕрле ирттерме кăмăллать. Студентсем киле таврăнни _ чăн-чăн уяв! Сĕтел хушшинче кашнийĕ черетлĕ ỹсĕмĕ çинчен каласан пани, Вика янтăланă кекс-тортпа техĕмлĕ чей ĕçни, ашшĕ-амăшĕн мухтав сăмахĕ _ чуна ăшăтать. Ывăлсем Сергей Александровичпа (вăл _ район больницин «Васкавлă пулăшу» машинин водителĕ) техника тавра ăшталанни, картишĕнчи е пахчари ĕçсене туни, тăван амăшĕ вырăнĕнчи Марина Васильевнăпа Виктория тĕпелте кăштăртатни _ ыттисемшĕн кăтартуллă. Мĕнле аван-çке юратнă çынсемпе пĕрле, мĕнле ырă-çке юнашар атте-анне пурри, мĕн тери пысăк телей-çке вăл ху чун панă тата тăван юн пек йышăннă ывăл-хĕрĕн ăраскалĕ çутă пулни!..
Зинаида ВОРОБЬЕВА.
Архиври сăн ỹкерчĕк.