Чул чĕреллĕ пулар мар

ÇУЛ хыççăн çул иртет, çын ĕмĕрĕ те кĕскелсе пырать. Тин çеç маттур та вăрварччĕ, ик алăра ĕç вĕресе тăратчĕ. Халĕ _ унтан ыратать, кунтан _ чикет... Тем пек ватăлас килмесен те, вăхăт хăйĕннех тăвать. Пенсие тухмалли вăхăта тăснипех ватлăх çывхарнине чарса лартаймăн; çамрăклăха, тем чул укçа парсан та, каялла тавăраймăн.
Кашни çулах _ октябрĕн 1-мĕшĕнче _ Аслă ăру çыннисен кунне паллă тăватпăр, ваттисене кĕреке хушшине лартса чыслатпăр. Округри хăш-пĕр ял территори уйрăмĕсем пенсионерсене «Чăваш вăрманĕ» Наци паркне _ çут çанталăк илемĕпе савăнма илсе каяççĕ. Эх, мĕн тери хĕпĕртеççĕ тивĕçлĕ канури çынсем хăйсене çавăн пек пысăк чыс тунăшăн! Вĕсене ĕçми-çими те кирлех мар _ пĕрле пуçтарăнса шăкăл-шăкăл калаçни, иртнине аса илни, юрлани-ташлани хаклă.
Ĕлĕкрех _ Совет влаçĕ пур чухне _ Шăмăршă районĕнче вун-вун предприятипе организаци, учреждени ĕçленĕ, вĕсенче çĕр-çĕр çын тăрăшнă. Паян та ваттисенчен: «Эпĕ промкомбинатра ĕçлерĕм», «Эпĕ кирпĕч заводĕнче вăй хутăм», «Эпĕ райпора тăрăшрăм», «Эпĕ хими вăрман хуçалăхĕнче сухăр юхтартăм», «Эпĕ «Сельхозхими» пĕрлешỹре тракторист пулнăччĕ», _ тенине илтме пулать. Колхозсенче тата икĕ совхозра ĕçленисем мĕн чухлĕн тата! Паян предприятисем тата колхоз-совхоз çуккишĕн вĕсем пĕрре те айăплă мар, хăй вăхăтĕнче чунтан тăрăшса ĕçленĕ çынсем пурнăç арăш та пирĕш çаврăнса кайнишĕн хытă пăшăрханаççĕ. Тахçан ир пуçласа каçчен, тепĕр чух канмалли куна та пăхмасăр вăй хунă комбинат та, çул-йĕр участокĕ те, вăрман хуçалăхĕн цехĕ те, вăрман пункчĕ те, «Сельхозтехникăпа» «Сельхозхими» предприятисем те, топсбыт та, хатĕрлев кантурĕ те, КБО та, тата ытти те _ халĕ район историне çеç кĕрсе юлчĕç. Çак предприятисемпе организацисенче ĕçленĕ çынсем паян пурăнаççĕ вĕт-ха, вĕсене Ваттисен кунĕнче кам чыслĕ?
Чăнах та, çак тивĕçе ял территори уйрăмĕсем хăйсем çине илчĕç-ха, укçа-тенкĕ çук пулин те, аслă ăру çыннисене çулталăкра пĕрре пуçтарма тăрăшаççĕ. Ваттисемшĕн ăшă сăмах та тем пек хаклă, хăйсене хисеплекен пуçлăхсене вĕсем чĕререн тав тăваççĕ. Çапах та çулталăкра пĕрре çеç тав сăмахĕ калани çителĕксĕр; çитмĕлти, сакăр вуннăри, тăхăр вуннăри çынсене чыс-хисеп ытларах кирлĕ.
Сăмахран, пирĕн пуçлăхсем мĕншĕн-ха вĕсене çуралнă кун ячĕпе саламлама манаççĕ? 30-40 çул район экономикине тĕреклетме хутшăннă, йывăр ĕçре сывлăхне пĕтернĕ çынсене округ администрацийĕн Хисеп грамотипе е Тав çырăвĕпе чыслама кам чарать-ха?
Хăй вăхăтĕнче орден-медаль илнисене е хисеплĕ ята тивĕçнисене кăна мар, ахаль рабочи е колхозник пулнă çынсене те манса хăварас марччĕ. Ман шутпа, округ администрацийĕнче тата ял территори уйрăмĕнче юбилярсен тулли списокĕ пулмалла, награда панă чух никама та кỹрентермелле мар. Ĕмĕр иртет, çынна юлашки çула ăсататпăр. Шел те хăш-пĕр ял территори уйрăмĕсем, ĕç ветеранĕ вилсен, хаçат урлă хурланни çинчен пĕлтерме те «манаççĕ».
Округ администрацийĕ хаçатра хурланни пирки çырни те вилнĕ çынпа унăн çывăх çыннисене хисеп туни пулĕччĕ. Октябрĕн 1-мĕшĕ çитиччен шутлă кунсем юлчĕç. Ял территори уйрăмĕсен, паян ĕçлекен коллективсен çак куна пысăк уява кĕтнĕ пек кĕтсе илесчĕ, килтен тухса çỹреймен ватăсене те саламлама манас марччĕ. Çанталăк лайăх тăрсан, аслă ăру çыннисемшĕн Палтиел вăрманĕнчи шыв управне е «Чăваш вăрманĕ» Наци паркне экскурси йĕркелеме май тупасчĕ.
Тăрăшсан _ çул çỹреме транспорт та, уяв кĕреки валли укçа-тенкĕ те тупма пулать. Пысăк уяв ирттермешкĕн пирĕн ятарлă вырăн та пур _ Шăмăршă ипподромĕ пурне те йышăнма пултарать. Илемлĕ пултарулăх коллективĕсем юрă-ташăпа савăнтарччăр _ ваттисене ĕмĕр асăнмалăх парне пулĕ. Эпĕ хаçатра çырни пирĕн хисеплĕ депутатсене чĕнсе калани вырăнне пултăр: эсир тăрăшмасан, аслă ăру çыннисемшĕн урăх кам тăрăштăр? «Çỹлтисемпе» калаçăр, ыйтăр, йывăрлăхсене çĕнтерме май тупăр. Пурсăмăр та хăçан та пулин ватăлатпăр _ çакна пуçлăхсен те, депутатсен те манма юрамасть.
Ив.САЛАНДАЕВ.