Чăваш Республикин Пуçлăхĕ _ каллех Олег Алексеевич Николаев!

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН халĕ ĕçлекен Пуçлăхĕ Олег Николаев сентябрĕн 12, 13, 14-мĕшĕсенче иртнĕ суйлавра та çĕнтернĕ, республикăри суйлавçăсен 67,06 проценчĕ уншăн сасăланă.
Иккĕмĕш вырăнта _ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн экономика политики, бюджет, финанс тата налук енĕпе ĕçлекен комитет пуçлăхĕн çумĕ, ЛДПР кандидачĕ Константин Степанов. Вăл 14,23 процент сасă пухнă. Виççĕмĕш кандидатшăн _ «Çĕнĕ çынсем» парти кандидачĕшĕн Максим Морозовшăн суйлавçăсен 8,37 проценчĕ сасăланă.