«Эпĕ строитель пуласшăн...»

СЕНТЯБРĔН 15-мĕшĕнче Палтиел вăтам шкулĕн 8-класĕнче вĕренекенсем Шупашкара çул тытрĕç. Кунта вĕсем строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕнче хăнара пулчĕç.

Çак техникум (ЧТСГХ) _ республика валли строитель кадрĕсем хатĕрлекен тĕп вĕренỹ заведенийĕ. Палтиел шкулĕнче вĕренекенсем студентсемпе тата преподавательсемпе тĕл пулчĕç, «професси тĕнчине» экскурси йĕркелерĕç.

Техникумра, çурт-йĕр купаланисĕр пуçне, банк ĕçне, туризмпа хăнасене тараватлă кĕтсе илме, электрооборудованипе усă курма, декоративлă ăсталăха та вĕрентеççĕ. Кашни профессиех ачасемшĕн питĕ интереслĕ. Техникум ĕçĕпе паллашнă хыççăн чылайăшĕ строитель пулма шут тытни çинчен пĕлтерчĕ.

Н.ЧИНДАРЕВА



19 сентября 2025
13:44
Поделиться