Çĕкленчĕ патваррăн çĕнтерỹçĕ салтак

АСЛĂ ÇĔНТЕРỸ 80 çул тултарни Карапай Шăмăршă ял территори уйрăмĕнче нумай-нумай ырă ĕçпе паллă пулса юлать. Пуçару бюджечĕ пулăшнипе, ялта Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман ентешсене асăнса çĕнтерỹçĕ салтак палăкне çĕклерĕç, çĕнетсе илемлетнĕ монумент çине вăрçă паттăрĕсен ячĕсене çырса хучĕç.
Пуçару проекчĕ _ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн сĕнĕвĕпе _ «Ниме _ халăх бюджечĕ» ят илчĕ. Çак программа ял территорийĕнчи урамсемпе обществăлла тăрăха илемлетме, инфраструктурăна лайăхлатма пулăшать. Патшалăх пулăшнипе тата халăх тăрăшнипе, Шăмăршă муниципалитет округĕнче ырă ĕç нумай пуласса шанса тăратпăр.
Н.ИЛЬИНА.