Конкурсра _ виççĕмĕш вырăн
ПĂЧĂРЛĂ ПАШЬЕЛ вăтам шкулĕнчи çамрăк пушарнăйсен дружини Пĕтĕм Раççейри «Çамрăк пушарнăйсен чи лайăх дружини» смотр-конкурсăн республикăри тапхăрне хутшăннă, çивĕч тупăшура виççĕмĕш вырăн йышăннă. Командăна ертсе пыракансене _ Наталия Угаринăпа Тамара Исаевăна _ МЧС тата ВДПО ертỹçисем алă пуснă Дипломпа чысланă.