Кỹршĕ ялта _ концертпа
ÇАК кунсенче Улмаллă ялĕнче чăн-чăн уяв пулчĕ: кунта Чукалти Культура çурчĕ çумĕнчи «Ивушки» фольклор ушкăнĕ концертпа килнĕ.
Ялти хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсем вырăс халăх тата хальхи композиторсен юррисемпе çынсене савăнăç парнелерĕç, ташши те питĕ илĕртỹллĕ пулчĕ. Улмаллăсем хăйсем те Чукала концертпа кайма калаçса татăлчĕç.
В.МИТРОФАНОВ.