Мир салтакĕпе _ тĕл пулу
КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂ вăтам шкулĕнче Паттăрлăх урокĕ иртрĕ. Шкул выпускникĕ, ятарлă çар операцийĕн участникĕ _ Александр Симуков _ вĕренекенсене Раççей Çарĕнчи служба, хальхи салтаксен пурнăçĕ çинчен каласа кăтартрĕ, ачасене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав пачĕ.
Александр Кузьмич çар служащийĕсен кун йĕрки, службăра туптанакан паха енсем, çирĕп дисциплина çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Тăван çĕр-шыва хỹтĕлесси çамрăксемшĕн чи таса тивĕç тата чыс иккенне ăнлантарчĕ. Паттăрлăх урокĕ çитĕнекен ăрăва çар профессийĕсемпе паллашма пулăшрĕ, шкул сакки çинче чухнех Тăван çĕр-шывшăн усăллă пулас туртăма, этемлĕхĕн чи паха енĕсене аталантарас туйăма вăйлатрĕ. Шанатпăр, Мир салтакĕпе йĕркеленĕ тĕл пулу кашни вĕренекен чунĕнчех патриотизм туйăмне çуратрĕ.
Алина АЛЕКСЕЕВА, Карапай Шăмăршă ялĕн тĕп Культура çурчĕн заведующийĕ