Проектсемшĕн сасăлар
«Ниме _ халăх бюджечĕ» программăра _ 38 проект
ПУÇАРУЛЛĂ проектсемпе усă курса çулсеренех округра чылай вырăнсенче юсав ĕçĕсем ирттернĕ, тавралăха тирпейилем кĕртнĕ. 2025-çулта та ку енĕпе нумай ĕç тунă, ĕç малалла пырать.
Кăçалхи сентябрĕн 12-мĕ- шĕнчен сентябрĕн 26-мĕшĕччен «Ниме _ халăх бюджечĕ» программăпа çитес çул пурнăçлама палăртнă проектсемшĕн сасăлав пырать. Чăваш Енре пурăнакансем çĕршер сĕнỹ-проект панă. Шăмăршă округĕ 38 проекта сасăлама заявка тăратнă (пурĕ 105 млн тенкĕлĕх). Вĕсенчен сирĕн чи кирлине, чи пĕлтерĕшлине суйласа илсе сассăрсене памалла. Сасăлав «Общественное голосование Госулуги» платформăра пулать. Патшалăх пулăшăвне кĕрсе «инициативные проекты», «местные», «проекты Шемуршинского МО» тупмалла, проекта суйласа илсе «поддержать проект», «проголосовать» тесе çырнă çĕре пусмалла.
Чи нумай сасă пуçтарнă проектсене пурнăçлама 2026-çулта укçа-тенкĕ уйăрĕç. Хамăр пурăнакан вырăн хăтлăланасси хамăртан та нумай килет. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе, çитес çулхи проектсене пурнăçлама ытларах укçа-тенкĕ уйăрма палăртнă.
А.КОКУРКИН.