Шкула _ телескоп е вĕренекенсем çĕнĕ çăлтăр шырани çинчен

ЫТАРМАЛЛА мар илемлĕ çут çанталăк кунта: вăрманĕ те, улăх-çаранĕ те, шăнкăр-шăнкăр çырми те куçа илĕртеççĕ. Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн ялĕсенче ĕçчен те пултаруллă çынсем пурăнаççĕ. Икĕ ялĕнче те спорта юратаççĕ; ватти те, вĕтти те сывă пурнăç йĕркине кăмăллать.
Акă çак кунсенче кăна-ха _ тĕрĕсрех каласан, сентябрĕн 13-мĕшĕнче _ кỹршĕллĕ Патăрьел округĕнчи Кивĕ Ахпỹрт ялĕнче пĕр тăван Рыбкинсене халалласа çăмăл атлетсен ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк, Етĕрне, Канаш округĕсенчи 120 ытла спортсмен хутшăннă. Шăмăршă округĕн чысне Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнче вĕренекенсем хỹтĕленĕ, команда хисеплĕ виççĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ.
2009-2010-çулсенче çуралнă арçын ачасем хушшинче Кирилл Ларионов _ иккĕмĕш, Тимур Степанов виççĕмĕш вырăн йышăнни _ пысăк çитĕнỹ. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланчĕ кăна-ха. Умра _ çĕнĕ ăмăртусемпе çĕнĕ çитĕнỹсем. Карапай Шăмăршă шкулĕ яланах малта пуласса çирĕп шанатпăр.
Иртнĕ вĕренỹ çулĕнчи ỹсĕмсем пирки калас пулсан, шкулти çамрăк армеецсем республикăри «Зарница 2.0» çарпа спорт вăййинче иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннине палăртса хăвармалла. Павел Столяров саперсен ăмăртăвĕнче чи вăйлисен шутĕнче пулнă, виççĕмĕш вырăна тухнă. Команда «Инженер оборудованийĕ тата позици маскировки» ăмăртура _ иккĕмĕш, «Тактикăлла медицина» ăмăртура виççĕмĕш вырăн йышăннă. Чуна савăнтаракан тепĕр хыпар: Совет Союзĕн икĕ хут Геройне Андриян Григорьевич Николаев летчиккосмонавта халалланă «Шуршăл çинчи санăн çăлтăрусем» проектра çĕнтернĕшĕн Карапай Шăмăршă шкулне хальхи пурнăç условийĕсене тивĕçтерекен телескоп парнеленĕ.
Кам пĕлет, спорта чунтан юратакан, вĕренỹре те çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăвакан Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн ачисенчен хăшĕ те пулин космонавт пулма та пултарĕ. Хальлĕхе вара пултаруллă ачасем хăйсен директорĕпе Юрий Федорович Ермолаевпа пĕрле телескоппа каçхи тỹпене сăнĕç, çĕнĕ çăлтăр шыраса тупса ăна «Карапай» ят пама ĕмĕтленĕç.
Ив.САЛАНДАЕВ.