«Шăмăршă хыпарĕ» сире эстафета чуптарĕ, парнепе савăнтарĕ!

ЙĂЛАНА кĕнĕ Спорт фестивалĕ _ «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат парнисемшĕн тата Раççей Журналистсен союзĕн членне Герман Ларшников-Пэхете асăнса ирттерекен çăмăл атлетсен эстафети _ кăçал сентябрĕн 26-мĕшĕнче Шăмăршăри «Туслăх» спорт шкулĕн стадионĕнче пулать. Ăмăртăва хутшăнакансене 14.30 сехетрен пуçласа 14.50 сехетчен регистрацилеççĕ, Спорт уявĕ 15.00 сехетре пуçланать.

Эстафетăра шкулчченхи вĕренỹ учрежденийĕсен, спорт çемйисен, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам тата тĕп шкулсен, вăтам шкулсенчи аслă классен, ял территори уйрăмĕсен, округри предприятисемпе организацисен тата учрежденисен командисем, спорт ветеранĕсем вăй виçессе кĕтетпĕр. Ăмăртăва врач ирĕк панă çынсем çеç хутшăнма пултараççĕ.

Çĕнтерỹçĕсене Кубокпа, медальпе, Дипломпа тата хаклă парнепе чыслăпăр!

Хаклă тусăмăрсем! Сентябрĕн 26-мĕшĕнче сире «Туслăх» ФСК стадионне Спорт уявне чĕнетпĕр! Ватти-вĕтти, чупма килĕр _ хаклă парне çĕнсе илĕр!

«Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕ.



19 сентября 2025
13:37
Поделиться