«Сывлăх патне _ утăм» проект _ пысăк пулăшу

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Пуçлăхĕн «Сывлăх патне _ утăм» проекчĕ 2,5 уйăх тăрăшшĕнче Шăмăршă муниципалитет округĕнче пурăнакан 1700 ытла çынна явăçтарнă. Тухтăрсен мобильлĕ пункчĕ ялтан яла çỹресе халăх сывлăхне тĕрĕсленĕ, хальччен асăрхаман 390 чир тупса палăртнă. 637 çыннăн _ юн пусăмĕ, 321 çыннăн _ холестерин хисепĕ, 254 çыннăн _ юнри глюкоза виçи пысăк пулни курăннă. 564 çыннăн ỹт-пỹ виçи нормăран пысăк пулнă, 604 çын вара мăнтăрланнипе нушаланать.

Тĕрĕслỹ вăхăтĕнче 75 çын флюорографи тухнă. Август уйăхĕнче тухтăрсем грипран тата COVID-19 чиртен вакцинаци тума пуçланă.

«Сывлăх патне _ утăм» проекта пурнăçа кĕртнĕ чух медицина ĕçченĕсем профилактика çине пысăк тимлĕх уйăрнă, 857 çын «Сывлăх шкулĕнче» консультаци илнĕ.

Е.ЖОЛОБОВА.



19 сентября 2025
13:49
Поделиться