Социаллă проектсем _ тĕп тимлĕхре
СЕНТЯБРĔН 17-мĕшĕнче Чăваш Республикинче _ çав шутра Шăмăршă муниципалитет округĕнче те _ Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Халăхпа тĕл пулма Шупашкартан «Гостехнадзорăн» Чăваш Республикинчи патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕ Владимир Димитриев килнĕ. Владимир Павлович Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Сергей Галкинпа пĕрле администраци çуртĕнче иртнĕ анлă канашлу ĕçне хутшăннă.
Информаци кунĕн тĕп теми: «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2025-çулхи социаллă проекчĕсем: пĕтĕмлетỹпе малашлăхри ĕç». Çак ыйтупа тухса калаçнă май, Владимир Димитриев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн социаллă проекчĕсем пирĕн пурнăçра пысăк вырăн йышăннине палăртнă.
Июнĕн 1-мĕшĕнче «Чăваш Енри илемлĕ çулла» проект старт илнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе культура, спорт тата хаваслă мероприятисене пĕр бренда пĕрлештернĕ. Виçĕ уйăх тăрăшшĕпех округра концертсем, фестивальсем, мастер-классем иртнĕ, спорт мероприятийĕсене пурне те хутшăнтарма тăрăшнă.
Июнĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тепĕр проекчĕ _ «Сывлăх патне _ утăм» _ ĕçлеме пуçланă. Çак проект чирсене маларах тупса палăртма тата сывă пурнăç йĕркине пропагандăлама нумай пулăшнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тăрăшнипе, медицина ĕçченĕсем больницăсемпе поликлиникăсенчен тухса халăх пурăнакан вырăна çитнĕ. Мобильлĕ пунктсенче диагностикăн тĕрлĕ мелĕ, çав шутра флюорографипа маммографи те ĕçленĕ, ачасен сывлăхне те тĕрĕсленĕ.
Тепĕр проект _ «Ниме _ Халăх бюджечĕ». Çак программа округра пурăнакансене ялта чăн малтан мĕн тумаллине палăртма май парать.
«Мирлĕ пурнăçа _ утăм» проекта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев СВО ветеранĕсене социаллă адаптаци тума _ мирлĕ пурнăçра хăйсен вырăнне тупма _ пулăшас тĕллевпе йышăннă. Çак проектпа килĕшỹллĕн, пирĕн округа Шупашкартан «Пулăшу десанчĕ» килсе кайнă. Юристсем, ятарлă службăсен сотрудникĕсем, халăха ĕçпе тивĕçтерекенсем СВО ветеранĕсемпе тата вĕсен çемйисемпе тĕл пулса калаçнă.
Информаци ушкăнĕ çак кунах Карапай Шăмăршă ял территори уйрăмĕнче пурăнакансемпе тĕл пулнă, округ администрацийĕнче граждансене хăйсен ыйтăвĕпе йышăннă.
Н.ИЛЬИНА.