Строительсем ята ямĕç
«ПИРĔН строительсем палăртнă кашни объектах вăхăтра хута яма хăнăхнă. Хальхинче те ята ямăпăр», _ тет Шăмăршăри «Строитель плюс» ООО генеральнăй директорĕ Николай Быков.
«Строитель плюс» ООО Палтиелĕнче тухтăр амбулаторийĕ тăвать. Мĕн пур ĕç графикпа килĕшỹллĕн пулса пырать. Объекта кăçалхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче хута яма палăртнă. Çак кунсенче амбулатори тунă çĕрте округ администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин пулчĕ, строительсемпе курса калаçрĕ. Сергей Авенирович çĕнĕ амбулаторие ял çыннисем тỹсеймесĕр кĕтнине палăртрĕ