«Ăçта хайхи нацистсем?»
ÇАК тĕлĕнмелле пулăм çинчен мана фронтри пĕлĕшĕм каласа пачĕ. Чăн пулса иртнĕ ĕç çинчен çырса кăтартассине хамăн тивĕçĕм вырăнне хуратăп.
Автор
Çар командованийĕнчен приказ килчĕ: нацистсене пирĕн çывăхра позици йышăнасран чарса лартмалла.
Командир пире _ 8 боеца _ задание ячĕ.
... Хуллен, асăрханса куçатпăр малалла. Пуçра _ шухăш: «Мĕнле те пулсан задание тĕрĕс-тĕкел пурнăçламалла. Шанăçа тỹрре кăлармалла...»
Пĕр-пĕринчен уйрăмрах тăрса утатпăр, хырăмпа шăватпăр. Эпĕ _ малта. Нумай кайрăмăр-и, сахал-и _ таçтан тăшманăн салтакĕсем сиксе тухрĕç. Вăтăрăн та пулĕ! Пирĕн çывăхрах снарядсем ỹксе çурăлма тапратрĕç. Тан мар пирĕн вăйсем. Мĕн тумалла? Çĕр çумне лăпчăнтăмăр. Ман йĕри-тавра снаряд çурăлать _ чĕрĕ юлма пĕр чĕптĕм шанчăк та çук. «Ну, пĕтрĕм, _ тетĕп, пурнăçпа сыв пуллашса. Чĕлхем çине «Эй, çỹлти Аттемĕр» кĕллĕн сăмахĕсем килеççĕ: «… Санăн яту хисеплентĕр, Санăн Патшалăху килтĕр...» Çапла пĕр вĕçĕмсĕр каларăм кĕлĕ сăмахне. Унтан ним те ас тумастăп.
... Хуллен куçăма уçатăп, йĕритавра пăхкалатăп. Ним те, никам та курăнмасть: тăшман та, юлташăмсем те... Пăртак çĕклентĕм. Ак тата! Ман патăма Раççей салтакĕсем чупаççĕ. Юлташăмсем! Пурте _ чĕрĕ-сывă! Ыталанатпăр, пĕчĕк ача пек сиккелетпĕр.
_ Ăçта хайхи нацистсем? _ тетĕп.
Никам та ним те калама пултараймарĕ.
Çакна çеç ăнлантăм: эпĕ кĕлĕ сăмахĕсене каланă хушăра тăна çухатнă. Тăшман шăпи пирки вара нимле пĕтĕмлетỹ тума та пĕлеймерĕмĕр. Пиртен асăрханса каялла чакнă-ши вĕсем е тата урăх сăлтав малалла кайма ура хунă... Кирек епле пулсан та, эпир вĕсене хамăр енче позици йышăнма чăрмантартăмăр! Пуринчен ытла, пиртен кашнийĕ «Эй, çỹлти Аттемĕр!» кĕллĕн хăватне туйса илчĕ.
СУДУК